АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ОРГАНИЗМА СИЕНЛЕТ

29 февраля 2012 г.

Табак туртни организма пысăк сиен кÿрет. Промышленность предприятийĕсем, автомобильсем кăларакан тĕтĕм-сĕрĕм, наркăмăшлă компонентсемлĕ апат-çимĕç пирус сĕрĕмĕпе хутшăнса туртакана çеç мар, унпа пĕр пÿлĕмри çынсене те сиенлеççĕ.

Фильтрсăр сигарет туртакан тĕтĕмĕн 32 процентне, фильтрпа тĕтĕмĕн 23 процентне сывласа илет. Тĕтĕмри хытă япаласем 82 процентран пуçласа 90 процент таран ÿпкере ларса юлаççĕ. Табакри никотинпа сăмаласем питĕ сиенлĕ.

Пĕр сигарет туртнă хыççăн организма 1 миллиграма яхăн никотин лекет. Кунта сигарет пахалăхне те, тарăннăн сывласа туртнине те, тĕтĕме ăшра тытса тăнине те шута илмелле.

Пĕрисем табак изделийĕсем хаклă, теççĕ. Ку тĕрĕсех. Организма сиен кÿни тата та ытларах хака ларать. Табак çыннăн пĕтĕм органĕпе системине те сиенлет. Бронхит, çăвар ăш-чиккин, карланкăн, ÿпкен, апат хуранĕн, пĕверĕн тата ытти органсен ракĕ, хĕрарăмсен – кăкăр ракĕ – пирус туртнин сăлтавĕсем пулса тăраççĕ.

Туртакансен шăл эмалĕ сарăхса ларать, çурăлать. Çăвартан тутлă мар шăршă кĕрет. Гастрит, язва, панкреатит чирĕсене малалла аталанма та табак витĕм парать. Тăтăшах туртакансен илтесси, куç вăйĕ чакать. Кунне 25 сигарет туртакан вăтамран 5 çул сахалрах пурăнать. Кашни сигарет пурнăçа 5 минут чакарать. Туртма пăрахсан та сывлăх 10-15 çултан çеç таврăнать. Çыннăн иммун системи хавшать. Туртма пăрахас тесен мĕнле те пулсан сăлтав кирлĕ: чир-чĕртен хăрани, укçа-тенкĕ нумай тăкакланни тата ытти те.

Пирус туртнинчен хăтăлма эпир темиçе рецепт сĕнесшĕн.

Пĕрремĕшĕ вăл – сехетре 1 сигарет анчах туртасси çинчен йышăну тăвăр. Каярахпа çак хушша тата çур сехет ÿстерĕр. Яланах туртакан вырăна улăштарăр. Хăвăршăн пĕлтерĕшлĕ, çывăх çыннăрсене пирус туртма пăрахас тĕллевлĕ пулнине пĕлтерĕр. Енчен те чăтса тăраймасăр пĕр сигарет туртса ятăр пулсан, пăшăрханма кирлĕ мар. Тепĕр хут пуçлăр. Иккĕмĕш меслет – кашни кунах пĕрер сигарет сахалрах туртма тăрăшăр. Кашни туртмассеренех кирлĕ йышăнусем тăвăр. Сигарета кашни хыпмассерен ăна вăрах вăхăт туртма тăрăшăр, хăвăрпа пĕрле пĕр сигарет анчах чиксе çÿрĕр. Ăна хыпма ан васкăр. Пĕр кун пачах та сигаретсăр пурăнăр. Кайран тепĕр кун. Çынсем умĕнче туртма пăрахасси çинчен калаçни сире вăй хушĕ. Хăçан туртма пăрахасси çинчен пĕр-пĕр куна палăртăр. Вăл кун ан туртăр. Кĕсьере чăмлак, карамель, хĕвелçаврăнăш, мăйăр чиксе çÿрĕр, туртас килнĕ вăхăтра вĕсене çăвара хыпăр.

Н. НАДИНА,

нарколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика