АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ

29 февраля 2012 г.

Вăл пирĕн шкул чысĕ Станислав Чихин Алманчăри вăтам шкулăн тăххăрмĕш класĕнче вĕренет. Вăл пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнă.

Станислав яваплă та матур ача. Вăл район, республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Çавна май унăн çĕнтерÿçĕ – Дипломĕсем хушăнсах пыраççĕ. Çемье çулталăкне халалланă «Сăмах ăсти» ятпа иртнĕ районти çамрăк журналистсем хушшинче каччă пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ.

С. Чихинăн спортри çитĕнĕвĕсем пысăк. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса виçĕмçул районта мала тухнăччĕ. 2008 çулта вара Чихинсем республикăри «Çамрăк çемье» конкурса хутшăнса вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин кубокне, тивĕçнĕччĕ.

Станиславшăн тĕпчев ĕçĕ те ют мар. Ача çемье йăхĕн тымарĕпе интересленет. Çак ĕçпе вăл 2009 çулта районти «Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану» конференцие хутшăнса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕччĕ. «Манăн çемье историйĕ – çĕр-шыв историйĕн пĕр страници» темăпа хатĕрленĕ ĕçĕ Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿпе наука министерстви йĕркеленĕ конференцире çĕнтерсе лауреат дипломне тивĕçнĕччĕ.

Станиславăн ÿкерес пултарулăхĕ те пысăк. 2010 çулта вăл «Кадрта çамрăк техник» республика конкурсене хутшăнса ăсталăхне кăтартрĕ. М. Волковăн «В поисках истины» кĕнекинче С. Чихинăн «Не отрывая карандаш от бумаги или одним росчерком» тĕпчев ĕçĕ пичетленчĕ.

Шкул ачи регионсем хушшинчи «Манăн Раççей» конкурсра çĕнтерме пултарни те пысăк чыс. Çакнашкал тĕпчевсем шкулта, ялта иртекен обществăлла мероприятисене хастар хутшăнма май параççĕ.

Ĕçчен Станислав аслашшĕпе асламăшне, ашшĕпе амăшне хуçалăхра сахал мар пулăшать. Техникăна та юратать ача. Тĕрлĕ хатĕртен автомашина, урапа, ытти япала ăсталама маçтăр.

Пуçламăш классенче С. Чихина вĕрентнĕ май унăн çитĕнĕвĕшĕн эпĕ те савăнатăп. Халăх каларăшле, вĕренекен вĕрентекенрен иртетех, теççĕ. Пуçламăш утăмĕ Станиславăн пур. Пурнăçра каччă тата пысăкрах çитĕнÿсем тăвасса шанас килет.

И. Фомина,

учитель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика