29 февраля 2012 г.
Сивĕ кунсенче кăмака хутнă чухне асăрханманран сахал мар инкек пулать. Çавăнпа та кăваăт чĕртиччен вăл юсавлă та шанчăклă пулнине лайăх пăхса ĕненмелле. Кирпĕчсем хушшинче çурăк е хушă пулсан, ăна тăмпа лайăх сĕрсе питĕрмелле, унтан çулăм ан тухтăр. Усă курнă чухне вара ăна хĕрсе каичченех çунтармалла мар, кашни икĕ уйăхра пĕрре тĕтĕм тухакан çулсене тасатмалла. Манса ан кайăр: кăмака ăшă çăлкуçĕ çеç мар, пысăк хăрушлăх та пулма пултарать. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пурне те çирĕп пăхăнмалла: юсавсăр кăмакапа тата электроприборсемпе усă курмалла мар, çунакан кăмакана тирпейлĕ пăхса тăмалла, чикарккă туртнă чухне те тимлĕ пулмалла тата ытти те. Инкек сиксе тухсан çухалса каймалла мар, тÿрех «01» номерпе шăнкăравламалла, мĕн çуннине, адреса тĕрĕс каламалла.
Февралĕн 24-мĕшĕ тĕлне районта ултă пушар пулнă, 300,430 тенкĕ пурлăх çунса юрăхсăра тухнă. Çын пурнăçĕпе çыхăннă инкек çук. Пушарсен тĕп сăлтавĕ – юсавсăр кăмакапа усă курни.
В. Яковлев,
надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн начальникĕ.