25 февраля 2012 г.
ИРТНĔ вырсарникун сирена кăшкăртса иртекен хĕрлĕ автомашинăсем Турхансене шарт сиктернĕ. Каçкÿлĕм, тăватă сехетсенче Кузьминсен хуçалăхĕн мунчине вут хыпнă. Сăлтавĕ – вăйлă хутнă кăмака ытлашши хĕрÿлленсе кайни. Унталла та кунталла кармашакан вăрăм алăллă вут хуралтăсене те хăй серепине туххăмрах илнĕ.
Çуркунне уйăхĕ çывхарсах çитрĕ пулин те, хĕл палли çухалман-ха, çав-çавах сивĕ тăрать. Çавăнпа та мунча хутнă чухне питĕ тимлĕ, асăрхануллă пулмалла. Тутлă ăшши хака та ларма пултарать.