АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс çул-йĕртен пăрăнас марччĕ

25 февраля 2012 г.

Патăрьелĕнчи професси училищине çакăн пек пысăк ушкăн тахçанах пуçтарăнманччĕ. Залра тĕрлĕ тытăмри, ÿсĕмри çынсем: çамрăкки те, вăй питти те, шурсухал пур. Çавăнпах-тăр, тĕл пулу та уççăн, пур енлĕ, тишкерÿллĕ иртрĕ. Калаçăвăн тĕп теми пĕрре – мартăн 4-мĕшĕнче иртекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне пурте пĕр çын пек пулса пысăк ăнланулăхпа, хастарлăхпа хутшăнасси, пурнăçри унчченхи чăрмавсене пăхмасăр çирĕп аталанакан çĕр-шывăн тĕрĕс çул-йĕрĕпе утасси.

Тĕл пулăва хутшăнакансене чăн малтанах Патăрьел ял поселени пуçлăхĕ А. Моисеев район центрĕнче суйлава хатĕрленес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ.

– Кирек мĕнле ĕçре те халăх – пысăк вăй. Паян ял çĕнелни, капăрланни, çынсем хăтлă условисенче пурăннин тĕп сăлтавĕ – хальхи вăхăтра пирĕн район, республика, Раççей ертÿçисем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени. Раççей Президенчĕн кандидачĕ В. В. Путин пирĕн халăха тĕнче шайĕнче хÿтĕлеме пултаракан пĕртен-пĕр çын. Çакна пурин те ăша хывмалла, – терĕ вăл кĕскен пурне те хастар суйлавçă пулма чĕнсе.

Çак шухăшсене ырласа професси училищин директорĕ В. Николаев, районти Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар пайĕн сотрудникĕ А. Шулепов, Т. Шакуров ĕç ветеранĕ, БТИ директорĕ В. Кудрявцев тухса калаçрĕç. “Пулас Президентăн стратегиллĕ программи пурне те тивĕçтерет. Пире сăмаха ĕçпе çирĕплетекен вăйлă ертÿçĕ кирлĕ”, – пĕтĕмлетрĕç вĕсем.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов суйлавра тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тума нумай цифрăсемпе фактсене илсе палăртрĕ. Вăл çак çăмăл мар “лава” туртма пуçланăранпа (шăпах вунă çул иртрĕ) район экономики чылай тĕрекленчĕ, çынсен пурнăç условийĕ палăрмаллах лайăхланчĕ. Хальхи вăхăтра, сăмахран, уйрăм çынсенче 9133 автомашина шутланать. Куçăм çăмăллăхĕ кашни виççĕмĕш çемьере темелле! Çак цифра малашне те ÿссех пырĕ, мĕншĕн тесен ра-йонти кашни яла асфальт çул çитет, малашне федераллă программăпа килĕшÿллĕн урамрисем те тирпейленсе пырĕç.

Николай Иванович калаçăва анлăлатса пынă май, залран ыйту паракансем те пулчĕç. Вĕсенчен пĕри – Патăрьелĕнче тĕп канализаци системи ĕçлеме пуçласси пирки.

– Кирек мĕнле пуçланă ыйтăва та эпир яланах вĕçне çитернĕ. Эволюци мелĕпе аталанса пынă чухне революци тумалла мар. Çапла, укçа-тенкине тупма нихăçан та çăмăлах мар. Çапах та аслăрах структурăрисемпе ку таранччен ăнланса ĕçленĕрен ялсене кăвак çутă, асфальт çул та çитертĕмĕр, çĕнĕ çуртсем, шкулсем, садиксем тăватпăр, ытти тĕрлĕ сферăри ыйтусене те ăнăç-лах татса паратпăр. Малашне те çаплах пултăр тесен мартăн 4-мĕшĕнче, суйлав кабининче пĕччене-пĕччен юлсан – тĕрĕс çул-йĕре суйласа илмелле.

Май пур чухне пурне те çăварнипе, арçынсене Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕпе саламлатăп, – пĕтĕмлетрĕ сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕ.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика