АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айхи вулавĕсем

25 февраля 2012 г.

Тĕнчипе паллă Геннадий Айхи поэт ятне ентешĕсем яланах асра тытаççĕ. Çакна ун ячĕллĕ Çĕньялти вăтам шкулта çулсерен иртекен “Айхи вулавĕсем” пултарулăх кунĕ те çирĕплетет. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçал улттăмĕш хут пулчĕ сăвă конкурсĕ. Хальхинче поэтăн тăван ялне Шупашкартан сумлă хăнасем те килчĕç: Геннадий Николаевич йăмăкĕ Ева Лисина писатель, чăваш наци музейĕн сотрудникĕ Надежда Селиверстрова, академи драма театрĕн ĕçченĕ Светлана Михайлова, гуманитари институчĕн пай пуçлăхĕ, Г. Айхи фончĕн ертÿçи Атнер Хусанкай, правлени членĕ Гажидма Цыбенова, культурăпа искусствăна чунтан парăннă Николай Лукианов.

Конкурс пуçланиччен тĕрлĕ шкултан килнĕ ачасемпе вĕрентекенсем Г. Ай-хи музейĕнчи хаклă та паха экспонатсемпе, кĕнеке выставкипе паллашрĕç.

Мероприятие чыслă лару-тăрура шкул директорĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Мария Мадюкова уçрĕ. “Аслă поэт, пирĕн ентеш Геннадий Айхи çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа шăпах ултă çул çитрĕ. Кашнийĕнчех çак кун эпир ун вилĕмсĕр ĕçне тепĕр хут хак паратпăр”, – терĕ вăл.

Конкурса çирĕм ытла шкултан пухăннă. 2-11 классенче вĕренекенсем виçĕ номинацире тупăшрĕç: “Айхи сăввисем”, “Айхи куçарăвĕсем” тата “Автор сăввисем”. Пĕрремĕш номинацире Кристина Филиппова, Алексей Сурнаев (Хирти Пикшик), Инна Краснова (Ишлĕ) çĕнтерÿçĕ пулчĕç. “Айхи куçарăвĕсенче” Лидия Ершова (Анат Тăрмăш), Дмитрий Викторов (Первомайск), Мария Самделова, Кристина Иванова (Аслă Чемен) мала тухрĕç.

“Автор сăввисем” номинацире вĕренекенсем хăйсем çырнă сăввисене хавхаланса вуларĕç. Жюри членĕсем çитĕнекен ăру хатĕрленĕ “сăвă кĕнекисемпе” паллашрĕç, тивĕçлĕ хак пачĕç. Малти вырăна Аня Табакова (Туçа), Антон Арланов (Кивĕ Ахпÿрт) йышăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене Ева Николаевнăпа Атнер Петрович хăйсен кĕнекисене парнелерĕç.

Мероприяти Геннадий Николаевич вил тăпри умĕн-че пуç тайнипе вĕçленчĕ.

Е. ПЕРЕПЕЛКИНА,

вĕрентÿ пайĕн

методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика