АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа пурăнакан халсăр мар

25 февраля 2012 г.

Вĕçен кайăк тĕкĕпе, çын вара юратнă ĕçĕпе хисепре. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн начальникĕн П. Ефимовăн карьера çул-йĕрĕ тÿрех çак шайра пулман. Халăхпа пурăнса чапне, хисепне те çулсем иртнĕçемĕн çĕнсе илнĕ. Паян вара унăн ĕçри тăрăшулăхне, тÿрĕ чунлăхне çирĕплетекен паллăсем сахал мар: Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăх, ЧР физкультурăпа спорт Министерствисен Хисеп грамотисем, РФ ял хуçалăх министерствин Тав хучĕ Республикăри Патшалăх ветеринари службин, район администрацийĕн Хисеп грамотисем... Тата вĕсен çумĕнче кăçал çĕнсе илнĕ «2011 çул çынни» Ĕнентерÿ хучĕ. Пирĕн хаçат сотрудникĕ хастар чăвашпа – Петр Ильич Ефимовпа куçа-куçăн курнăçса унăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, интересĕ пирки тĕплĕнрех калаçу пуçачрĕ.

– Петр Ильич, эсир Патăрьелне килсе юратнă мăшăрăрпа тымар яни, чăн-чăн арçынсене хакланă евĕр çурт-йĕр çавăрни, сад ĕрчетни, икĕ пăхаттир çитĕнтерни... çирĕм çул ытла! Сахал мар вăхăт темелле. Тăван Ишек ялĕнчен тухса кайни чĕрĕк ĕмĕр çитет пулин те сирĕн чĕрĕрте вăл мĕнле йĕр хăварнă;

– Чăваш ачин хăрах ури сăпкара чухнех тепри акара, теççĕ. Манăн шăпам та çапларах пулчĕ. Телей вăл ана палли мар-çке, йăхран-йăха куçмасть. Эпĕ пиллĕк-ре чухнех аттене çухатрăмăр. Анне чĕрки çине тăватă ывăл та пĕр хĕр юлчĕ. Мухтав Турра, вăл паян юнашар пулнишĕн чун-чĕререн савăнатпăр. Пĕринчен тепри вакă ачасене ура çине тăратасшăн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшрĕ. Ас тумастăп, хăш вăхăтра куç хупса илетчĕ-ши; Эпир çывăрса каиччен алă ĕç тăватчĕ, вăраннă çĕре каллех пушă мар... Ăна та ăнланмалла. Хуçалăхра йышлă выльăх усранă. Унсăр пуçне тата кил-тĕрешре мĕн чухлĕ шухăш! Эпĕ мĕн пĕчĕкренех аннепе юнашар выльăх пăхаттăм. Чĕлхесĕр янаварсем мана çавăн чухнех тыткăнлатчĕç. Питĕ юрататтăм вĕсене. Пĕрне çеç мар, пурне те. Мăр-мăр кушакран пуçласа ĕне таранах. Юлашкинчен пурнăç çулне те вĕсемпех çыхăнтартăм.

Тăван ял пирки-и; Улăхра çара уран чупнă вăхăтсем, пĕрле ÿснĕ тус-юлташсем, ушкăнпала вăрмана çÿренисем, аслăраххисем тĕп чăвашла вăййа тухнисем... куç умĕнчен каймаççĕ. Пĕчĕк çĕр-шывăм манăн юнра та, чунра та ĕмĕрлĕхех упранĕ. Салтакра та йăмраллă ялшăн нумай-нумай тунсăхлаттăм.

– Çавăнпах-тăр эсир, çамрăк специалист, Хусанти ветеринари институтĕнчен аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн нимĕнле пысăк хулана е ытти региона та мар, Юхмапа Пăла тăрăхнех суйласа илнĕ.

– Ку шухăш тĕрĕсех. Çак тĕллевпех эпĕ “Батыревский” совхозран направлени кайса çыртарнăччĕ. Вĕсен специалисчĕ пулнăскер, каялла шанчăкпах унта таврăнтăм.

– Петр Ильич, выльăх-чĕрлĕх сиплевçи пулма çăмăл-и;

– Ку ыйтăва “çук” тесе хуравласан, хамăн специальноçа хисеплемен пек туйăнать. Малтанхи савăнăçăма, телейĕме ĕçре тупрăм. 1987 çулта мана совхозри пĕрремĕш уйрăмра ветеринари тухтăрне шанчĕç. Пин ытла чĕрĕ чунччĕ ман яваплăхра. Лашасем çеç 60-а яхăн! Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе тÿрех çĕнĕлле, схемăсем туса ĕçлеме пикеннĕ хыççăн вилеслĕх те палăрмаллах чакрĕ. Хастарлăхăма кура-ши, малтан тĕп ветеринари врачне, каярахпа çак тивĕçе район шайĕнче пурнăçлама шанчĕç. Ку “лава” туртма пуçлани те вунпилĕк çул çитет ĕнтĕ.

– Ĕçлеме ушкăнпа, калаçма иккĕн лайăх. Тăвалла утмалли самантсем те пулнах. Ун пек чухне тевĕшĕ шанчăкли çеç пулăшĕ...

– Мăшăрланнă хыççăнах çутă çăлтăрăм, çул юппине кăтартаканĕ, мана пур енĕпе те ăнланаканĕ – Людмила Николаевна пулчĕ. Муркаш тăрăхĕн чиперккине эпĕ аслă шкулта куç хывса саврăм. Ăслă-тăнлă та чипер, хам пекех хастар студентка çемье илемĕ, юратнă анне пулнăшăн паянхи кун та хĕпĕртетĕп. Хальхи вăхăтра вăл ветеринари лабораторине ăнăçлах ертсе пырать. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени – çитĕнÿ çăл куçĕ çеç тесе шутлатпăр.

– Мăшăрăр пирки сăмах пуçарнă май, Людмила Николаевнăн кулинари ăсталăхĕнчен хăшĕсене уйрăммăн палăртма пултаратăр;

– Кăмăлтан хатĕрленĕрен-ши, пире вăл тутлă апат-çимĕçпе нумай тĕлĕнтерет. Риса ытларах кăмăлланăран плов, çемçе голубцы, какай шÿрпи сĕтел çинче пулсан çемье уявĕ пекех туятăн.

– Паян чылайăшĕ талăкĕпе компьютерпа киленнине калаççĕ. Çак “чир” сире те сиенленĕ-и;

– Кăна вара хирĕçлетĕп. Унпа кирлĕ чухне çеç усă куратăп. Пушă вăхăтра историллĕ повеçсене, вăрçă темипе çырнă калавсене вулатăп. Чăваш хаçат-журналĕсĕр те пурăнаймастăп. Шкулта чухнех истори, биологи, географи предмечĕсемпе пĕрлех чăваш чĕлхипе литератури чи юратни пулнă. Унсăр пуçне, паллах – физкультура. Аллă урлă каçрăм пулин те, спортпа та туслă-ха.

– 2011 çулталăк çыннине кĕвĕ тĕнчи интереслентерет-и;

– Унсăрăн тĕнче кичем. Вырăс эстрада çăлтăрĕсенчен София Ротару, чăвашсенчен Стас Владимировпа Катя Петрова концерчĕсене темиçе сехет те киленсе пăхса ларма пултаратăп.

– Петр Ильич, эсир пурнăçра хурине те, шуррине те курнă. Çапах та асамат кĕперĕ çинчи хăш тĕс сирĕн кăмăлăра каять;

– Вăл çутă-çутă çеç пултăр: кăвак, сенкер, симĕс...

– Тавах чун-чĕререн пирĕнпе уçăлса калаçнăшăн. Малашне сире çемйĕрте ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей те юрату çеç сунатпăр.

– Хăвăра тавтапуç.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика