АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян та руль умĕнче

25 февраля 2012 г.

Кашни ялтах халăх хушшинче хисеплĕ çынсем пур. Вĕсем ку сума ĕçре палăрнипе тивĕçнĕ. Еншикре пурăнакан А. Гаврилов пирки те çакнах каламалла. Ĕмĕр тăршшĕпех механизаторта вăй хунă Александр Васильевича таврара та лайăх пĕлеççĕ, ун пирки ырăпа çеç калаççĕ. Паян та хăйĕн матурлăхне çухатман. Тĕрĕссипе, вăл 69 çул тултарнине ман хамăн ниепле те ĕненес килмерĕ. Сарлака хул-çурăмлă, çÿллĕ те патвар арçын çине пăхсан 55-60 çултан ытла тееймĕн. Çĕр ăна хăйĕн вăйне панă пуль çав.

– Саратов облаçĕнчи ял хуçалăх механизаци училищинчен механизатор правине илнĕ хыççăн тăван яла таврăнтăм. Ĕçе кĕрес тесе колхоза кайрăм. Мана гусеницăллă трактор шанса пачĕç. Ăна хĕлĕпе Патăрьелĕнче юсарăм. Çуркунне вара хире сухалама тухрăм, – аса илÿ тĕнчи алăкне уçнă май пĕлтерет А. Гаврилов.

1963 çулхи çуркунне Александр Васильевич асĕнче хăй пурнăçĕнче пĕрремĕш хут ака ирттернипе çырăнса юлнă. Унтанпа шыв-шурĕ те самай юхнă. Анчах иртнĕ вăхăт аса килме тытăнсанах ун чухне чĕринче çуралнă савăнăç туйăмĕ çĕнĕрен чĕрĕлет. Çĕре хăвăртрах сухаласа пĕтерсе акма пуçăнас тесе икĕ сменăпа ĕçленине ăçтан манăн; Ывăнсан та тăван кил еннелле кăмăллăн утни, пĕлекен сукмака куллен такăрлатни чĕринче яланлăхах вырăн тупнă.

– Эпĕ кĕтÿ хăвалама тухаттăм, мăшăр парка каятчĕ. Ака е вырма вăхă-тĕнче сĕм çĕрлесĕр таврăнса курман, – сăмах хушать кил хуçин мăшăрĕ Нина Максимовна. – Тракторĕ çĕмĕрĕлсен çĕрĕпе юсани, ирхине вара руль умне ларса тухса кайни миçе пулнă-ши; Хăш-пĕр чухне тата çутă кирлипе мана примуспа çутаттарса тăрататчĕ.

Хăйĕн ĕçне Александр Васильевич чун-чĕререн юратнă, çавăнпах ырми-канми тăрăшнă. 1978 çулта ăна “Белорусь” “хурçă ут” шанса параççĕ. Хĕлĕпе те вăл пушă ларман, яланах çул çинче пулнă.

– Халь сивĕре урамра çынсене те курма çук. Эпир сывлăш температури 30 градуса çитсен те тракторсене хускатса вăрмана кайнă. Район территорийĕнче кăна çÿремен, кÿршĕсем патне те çитнĕ. Çил-тăмана, сивĕ шатăртатнине те пăхман. Йывăр пулнă, апла пулин те çак вăхăтсене çĕнĕрен тавăрма та хирĕç мар. Анчах майĕ çук, – тет Александр Васильевич е ялти пек каласан Шурик тете.

Хĕлле трактор рулĕ умĕнче ларнă пулсан А. Гаврилов, çулла – комбайн штурвалне тытнă. Сарă тулă пуссине вырнă чухне те малтисен ретĕнче пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ черетсĕр “Волга” автомашина туянма тивĕçнĕ. Ун чухне пĕр-пĕр техника илес тесен чылай кĕтме тивнине нумайăшĕ ас тăваççĕ-тĕр. Кун пирки Н. Гаврилова акă мĕн аса илет.

– Черетсĕр “Волга” илме пултаратăр, теççĕ ун чухне хуçалăха ертсе пыракансем. Пирĕн килте япала çумалли “Волга” пур, тетĕп хайхисене. Ку çăмăл машина иккенне пĕлтереççĕ мана. Килте пурте пĕрле ларса шухăшларăмăр та, илес терĕмĕр.

“Герой” колхозăн паллă механизаторĕ спортпа та питĕ туслă. Çуран чупассипе, тăршшĕне сикессипе, волейболла выляссипе район, республика шайĕнчи спартакиадăсене хутшăннă, пĕрре мар çĕнтерÿпе таврăннă.

«Александр Васильевич хисепе ĕçпе тивĕçнине Хисеп хучĕсемпе грамотăсем те çирĕплетеççĕ. Вăл “1977 çулти социализмла ăмăртăвăн çĕнтерÿçи”, «9-мĕш пилĕк çуллăхăн ударникĕ» паллăсене, «Республикăри чи лайăх механизатор» ята тата ытти чыслав хучĕсене те илнĕ. Çавăн пекех А. Гаврилова 1969, 1971 çулсенче Пикшик ял совечĕн депутачĕ пулма шаннă».

Тивĕçлĕ канăва кайсан та Александр Васильевич ĕçе кайма пăрахман. Вăл механикра тăрăшма пуçланă. Техникăна лайăх пĕлнĕрен ку ĕçре те хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă.

Килте килĕшÿпе çураçу хуçаланмасан çитĕнÿсем тума йывăр. Александр Васильевичпа Нина Максимовна пĕр-пĕриншĕн çирĕп тĕрев. Вĕсем 5 ача çуратса ÿстернĕ, пурне те ура çине тăратнă. Халĕ те, çулĕпе çамрăках мар пулин те, пахча çимĕç çи-тĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Ĕнерхи механизатор паян та хăй туяннă трактор рулĕ умĕнче: сухалать, акать.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика