25 февраля 2012 г.
1999 çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕн пуçарăвĕпе кашни çулах февралĕн 21-мĕшне чĕлхе культурин нумай нацилĕхне аса илтерсе тăракан Тĕнчери халăхсен тăван культура чĕлхе кунĕ тесе паллă тăваççĕ.
Тĕнчере нумай чĕлхе, пĕ-тĕмĕшле илсен, 6 пине яхăн чĕлхе тесе палăртаççĕ. Кашни чĕлхе наци культурине палăртмалли, чун-чĕм тата матери эткерне аталантарса сыхласа хăвармалли хатĕр пулса тăрать. Кашни халăх чĕлхи хăйне майлă, кунсăр пуçне тата наци тĕнче ăнланăвне (менталитетне), йăли-йĕркине палăртакан мелсемпе уйрăлса тăрать. Чĕлхе çыннăн ăс-тăнне йĕркелет. Чĕлхене пĕлни çыннăн тавра курăмне майлаштарма, урăх çĕр-шывăн культурине курма пулăшать.
Пурнăç тăршшĕпе нумай-нумай чĕлхене алла илме пултарать, çапах та тăван чĕлхе вăйĕпе ачаран йĕркеленнĕ тавра курăм нихăçан та çухалмасть. Тăван мар чĕлхене вĕренни вăл – тĕнчене урăх куçпа курмалли, урăх ăс-тăнпа ăнланмалли тепĕр мел.
Пирĕн республикăра 313 чăваш, 166 вырăс, 14 тутар, 5 ирçе чĕлхиллĕ шкул ĕçлет. Чăваш чĕлхине вырăс, тутар, ирçе шкулĕсенче те вĕрентеççĕ. Тăван чĕлхене вĕрентекенсен шучĕ 841 çын, вĕсенчен 15 проценчĕ аслă, 55 проценчĕ – пĕрремĕш категориллĕ. Тăван чĕлхене вĕрентме çулсеренех кĕнекесем, электрон хатĕрĕсем тухса тăраççĕ. Республика шайĕнче иртекен олимпиадăсем, вăйăсем, конкурссем ачасене те, вĕрентекенсене те хавхалантараççĕ.