25 февраля 2012 г.
Раççей ял хуçалăх банкĕ çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме кредит пама тытăннă. 2011 çулхи ăнăçлă практикăна шута илсе тĕп офисра ятарлă штаб йĕркеленĕ. 2012 çулхи çур çулта уй-хир ĕçĕсем валли 70 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Раççей ял хуçалăх банкĕ кредит илес текенсен ыйтăвне туллин тивĕçтерме хатĕр.
2012 çулта Раççей ял хуçалăх банкĕ малашне те аграрисене кредитпа пулăшассине лайăхлатса пырĕ. Выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран, тирпейлекен промышленность отраслĕнче çĕнĕ продукци кăларакансене те укçа енчен пулăшма пăхнă.
Ака-суха ĕçне кредитлассипе йĕркеленĕ штаб çĕр-шыври ытти регионсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Çакă банка кредитлассине тĕрĕслесе тăма, çийĕнчех мерăсем йышăнма май парать. Пĕлтĕр документсен пакетне ансатлатни, заявкăсене пăхса тухас вăхăта кĕскетни, кредит илекенсен тата салука хывмалли списока сарни заемщиксен ĕçне чылай çăмăллатать.
Кăçалхи сезон ĕçне ирттерме паракан кредитăн процент ставки çулталăкне 9-10, 75 процент. Яланхи шанчăклă клиентсем валли ятарлă условисем пăхнă.