АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк тухтăрсене миллион тенкĕ!

03 марта 2012 г.

ЯЛТИ сиплев учрежденийĕсенче кадр дефицитне пĕтерес тĕллевпе РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 35 çул тултарман медицина работникĕсене пĕрер миллион тенкĕ укçа парса хавхалантараççĕ. “Земский доктор” проекта пирĕн район пикисем те кĕнĕ. Çамрăк тухтăрсем виççĕшĕ те районти тĕп больницăра ĕçлеме кăмăл тунă: Фирия Хафизова акушер-гинеколог, Чулпан Багманова – стоматолог-терапевт, Гульнара Ишмуратова – пĕтĕмĕшле практика врачĕ.

Тăван ялта тĕпленме шутланă специалистсем патшалăх паракан çăмăллăхшăн çав тери савăнаççĕ. “Çакă пирĕншĕн пысăк телей пулчĕ. Эпир виçсĕмĕр те аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ, пĕр пÿлĕмре пурăннă, халĕ акă шăпа пĕр коллективрах ĕçлеме пÿрчĕ”, – теççĕ кăмăлтан çамрăк сиплевçĕсем. Сăмах май çакна палăртса хăвармалла: 2010 çулта Патăрьел больницине 6, пĕлтĕр тата виçĕ çамрăк врач ĕçе вырнаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика