АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фирдус Камалетдинов парнисемшĕн

03 марта 2012 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ сăлтавпа пурнăçра палăрнă çынсен ячĕпе спорт ăмăртăвĕсем, турнирсем ирттересси тахçанах ырă йăлара. Паттăрсем хушшинче пурăнакансем те, шел пулин те, çут тĕнчерен уйрăлнисем те пур. Хирти Пикшикре çуралса хул-çурăмпа тĕрекленнĕ, ăс-хакăлпа çирĕпленнĕ, пурнăç çулне те суйласа илме ĕлкĕрнĕ Фирдус Камалетдиновăн шăпи синкерлĕ пулса тухнăшăн юратнă ашшĕ-амăшĕ те, ытарайми тăванĕсем те, ăна чунтан хисепленĕ вĕрентекенĕсем те айăплă мар. Салтак тивĕçне пурнăçласа Чечня çĕршывĕнчи хи-рĕç-тăрура, юнлă вăрçăра унăн çеçке пек çамрăклăхĕ татăлнă: тăшман пульли пĕр çапăçура юман евĕр тĕреклĕ каччăна яланлăхах ураран ÿкернĕ...

Патăрьелĕнчи “Паттăр” спорт комплексĕнче “Паттăрлăх” орденпа Суворов медалĕн кавалерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе çамрăклах спорт мастерĕн кандидатне çĕнсе илнĕ Ф. Камалетдинова чыс, хисеп туса, унăн ятне чун-чĕрере упраса ашшĕ-амăшĕпе çывăх тăванĕсем, паттăр салтакăн тус-юлташĕсем кăçалхипе вун çиччĕмĕш хут ăмăртăва пуçтарăнчĕç. Чи “ватă” турнир шутланать вăл районта. Çак сахал мар вăхăт хушшинче помост çинче çĕршер каччă Фирдус пекех вăйне тĕрĕсленĕ...

Йăла-йĕркене пăрахăçа кăлармасăр пулас пăхаттирсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов паттăр ентеш ятне çÿлте тытса пыма сунчĕ, спорт çитĕнекен ăрушăн пысăк вăй, хавхалану, çитĕнÿ пулнине палăртрĕ.

Помост çине тухма хатĕрленекен çамрăксене Фирдусăн пиччĕшĕсем, тăванĕсем саламларĕç, çивĕч кĕрешÿре ăнăçу, пысăк çитĕнÿ сунчĕç, пурнăçра чăн-чăн хисеплĕ çын пулса ÿсни, лайăххи патне ăнтăлни, аслисене хисеплесе вĕсенчен тĕслĕх илни çеç çитĕнÿ çăл-куçне тупма пулăшнине каларĕç. Фирдусăн ашшĕн, унăн пĕрремĕш тренерĕн Абдулла Минзарифовичăн куçĕ умĕнчен ывăлĕн çутă сăнарĕ пĕр кун та каймасть. Çавăнпа вăл çак йăлана пăрахăçласшăн мар. Спорт аксакалĕ çулсеренех асăну каçне (çапла каласан та йăнăш пулмĕ) хутшăнакансене чун-чĕререн тав турĕ. Турнирта хăйсен пултарулăхне кăтартакансенчен çуррине яхăн – тава тивĕçлĕ тренерĕн Абдулла абыйăн воспитанникĕсем. Пурте тата чăвашсем! Ачасем ăна ашшĕ пекех хисеплеççĕ. Кĕçĕн Арапуçĕнчи Дмитрий Багрицев, сăмахран турнира пĕрремĕш хут хутшăнчĕ. Савăнмалăх пур: 20 килограмлă спортсменсене вăл пурне те çурăм çине вырттарчĕ. Пĕрремĕш çĕнтерÿ! Ытти виçе категорийĕсемпе Е. Чернов, А. Муллин, И. Айзатуллов, Н. Хурамаев, А. Чашкин, Д. Викторов, А. Пукачев, С. Мезеветов (Хирти Пикшик, вăл Чĕмпĕр хулинче Пĕтĕм Раççейри турнирта та пĕрремĕш йышăннă), М. Хусеинов, Д. Денисов, А. Чашкин, А. Верликов, И. Горшков, Р. Тазетдинов, В. Кутузов мала тухса Хисеп грамотипе парнесене тивĕçрĕç. Пĕтĕмĕшле командăсенчен вара Хирти Пикшикри вăтам шкул чи кăтартулли пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Патăрьелсем, виççĕмĕшĕнче – Сăкăтсем.

Турнир умĕн Фирдусăн ашшĕ патне тепĕр савăнăçлă телеграмма та çитнĕ. Ăна Кĕçĕн Арапуç чăвашĕ, Уралти политехника академийĕн студенчĕ Дмитрий Кольцов янă. Çак кунсенче вăл хĕллехи триатлон енĕпе спорт мастерĕн нормативне тултарнă-мĕн. Çак çитĕнÿшĕн хăйне вăй пухма пулăшнă тренерĕсене А. Камалетдиновпа В. Маркиданова чун-чĕререн тав тăвать.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика