03 марта 2012 г.
Шкул ачисен спартакиадипе килĕшÿллĕн çил-тăмана пăхмасăрах “Паттăр” стадионта йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене 5 çухрăмлă дистанцире арçын ачасенчен Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекен Ф. Япаров, А. Сулагаев, В. Яганов йышăнчĕç. Хĕрачасем 3 çухрăма чупрĕç. Мала Первомайскинчи вăтам шкулти Н. Никитина тухрĕ. Ун хыççăн финиша М. Матюшкинăпа Л. Антонова (Аслă Чемен) кĕчĕç.
Тĕп шкулсенче вĕренекен ачасен шайĕнче А. Кадушкин (Аслă Чемен) пĕрремĕш, В. Сергеев (Нăрваш Шăхаль) иккĕмĕш, С. Албуткин виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Командăсемпе илес пулсан Аслă Чемен ачисем мĕн пур вăтам тата тĕп шкулсенчен правур пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна аслисенчен Первомайскисем, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем йышăнчĕç. Кĕçĕнреххисенчен Нăрваш Шăхальсемпе Первомайскисем иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсем чыса тивĕçрĕç.