АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

03 марта 2012 г.

Çак кунсенче районти православи тĕнне ĕненекенсемшĕн халиччен курман пĕлтерĕшлĕ событи пулчĕ – Мускаври Блаженнăй Матронăн тата Николай Чудотворецăн çĕрмен ÿчĕсене (мощи) Юхмапа Пăла тăрăхне илсе килчĕç. Чăн малтан Сăкăтсем Христос çуралнă ячĕллĕ чиркÿре вĕсен умĕнче пуç тайса сывлăхшăн çурта çутрĕç. Февралĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа Патăрьелсемшĕн те çакнашкал май пур. Александр Невский ячĕллĕ чиркÿре ирхине 7 сехетрен пуçласа каçченех Аслă типĕ кĕлли пычĕ, çав вăхăтрах Турра ĕненекенсем (тавра ялтан тата ют районтан та нумай) хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама ыйтса хуллен-хуллен ÿт хунă ракăсем çумне сĕр-тĕнчĕç.

Мартăн 1-2-мĕшĕсенче Çветтуйсен çĕрмен ÿчĕсене Первомайскинчи чиркĕве куçарнă. Ун хыççăн канмалли кунсенче каллех Патăрьелне илсе килĕç. Турхансен мартăн 4-7-мĕшĕсенче Çветтуйсен умĕнче пуç таймалли, чуна уçмалли май пулĕ. Туçара (мартăн 7-11-мĕшĕсенче) тăватă кун пулнă хыççăн вĕсене Шăмăршă районне ăсатаççĕ.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика