АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУçЛАМĂШ КЛАСРАНАХ – ПИЛЛĕКСЕМПЕ!

07 марта 2012 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Н. Гранатская вĕренÿре те, обществăлла ĕçре те паллă. Надя волонтерсен юхăмĕн лидерĕ. “Эпир – сывă пурнăç йĕркишĕн” агитбригадăпа вăл республика конкурсне хутшăнчĕ. Районта ирттернĕ “Çамрăксем пирус туртнине хирĕç” семинар та ун асĕнче юлĕ. Ытти волонтерсемпе пĕрле çитĕнекен ăру пĕр хутчен çеç мар Шупашкарти пĕчĕк ачасен çуртĕнче ыркăмăллăх акципе пулчĕ.

Сăпайлă пулнăран, тивĕçлĕ воспитани илсе ÿснĕрен Надя хăйпе пĕр çулхисем хушшинче авторитетлă. Пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитерет.

Пуçлăх стипендине илме хĕр пуçламăш класранах пиллĕк паллăсемпе вĕреннĕрен те тивĕç пулнă.

Вăл – шкулти тата районти олимпиадăсен çĕнтерÿçи. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çеç Надежда литературăпа тата информатикăпа пĕрремĕш, астрономипе иккĕмĕш, химипе, физикăпа, чăваш чĕлхипе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕ. “Сан ятупа, учитель”, “Манăн пуçару”, “Республика гербĕ” сочиненисемпе район, республика шайĕнче малтисен ретĕнче пулчĕ. Кирлĕ информацисене Н. Гранатская хăй тĕллĕн шыраса тупма пĕлет, кружоксемпе факультативсене çÿрет. Çĕнĕ темăна çăмăллăн ăнланать, ас туса юласлăхĕ пысăк.

И. ТЕРЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика