АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинемее сывлăшсăр нушалантарса вĕлернĕ

07 марта 2012 г.

СЛЕДСТВИ комитечĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх Казахстан Республикинчен пирĕн района килсе ернĕ 47 çулхи арçын пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Пăтăрмахĕ акă мĕнлерех пулса иртнĕ. Çакскер каçкÿлĕм Çĕнĕ Ахпÿртре пĕччен пурăнакан 82 çулхи карчăк патне карта урлă каçса кĕнĕ. Апăршан, ĕçес килнĕ мĕн. Ватă ăна шывне те панă, эрехпе те хăналанă... Ларсан-ларсан палламан арçынна тухса кайма ыйтнă, полицие чĕнессипе хăратнă. Пуçтаха кинемей çакăн пек хăтланни килĕшмен. Вăйпитти çын нумай шутласа тăман, хĕрарăма тытнă та вырăн çинче пусарса чунне кăларнă. Хăй вара кĕсье телефонне илнĕ те тухса тарнă. Юрать-ха йĕрке хуралçисем çийĕнчех йĕр çине ÿкнĕ, преступника ярса тытнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика