07 марта 2012 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕ юлашки вунă çул хушшинче экономикăпа социаллă пурнăçа аталантарас тĕлĕшпе сулмаклă утăмсем тăвать. Политикăри активлăхĕ те пысăк районти халăхăн. Вырсарникун участоксенче списока кĕртнĕ арçынсемпе хăрарăмсен 91,1 проценчĕ е 24250 çын хăйĕн гражданла тивĕçне чыслăн пурнăçларĕ. Пилĕк пинлĕ Шăнкăртам ял тăрăхĕнче вара “планка” чутах чи çÿллĕ шая пырса çитеймерĕ–99,8 процент чухлĕ хăпарчĕ. Кун пек кăтартăва икĕ теçетке çул хушшинче, совет саманипе пĕр партилĕх тапхăрĕ саланнă хыççăн, манма та ĕл-кĕрнĕччĕ ĕнтĕ. “Суйлав участокĕсенче фальсификаци тăваççĕ, суяççĕ-улталаççĕ”, тесе шăв-шав кăларакансем те хальхинче лăпланчĕç ахăртнех. Патăрьел территори суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, суйлав умĕн те, суйлав кунĕнче те нихăш партипе суйлав пĕрлешĕ-вĕсенчен тата уйрăм çынсенчен çăхав тавраш пулман. Тĕрĕссипе, саккуна пăсма хальхи вăхăтра та майĕ те çук–кашни суйлав участокĕнчех урнăна тата комисси ĕçне сăнамалли ятарлă камерăсем вырнаçтарнă. Суйлав епле пынине интернетпа çыхăннă кирек мĕнле çын та килтех куç илмесĕр пăхса ларма пултарнă.
Суйлав итогĕсемпе Патăрьелсем кăмăллă–71,5 проценчĕ хăйсен сассисене Владимир Владимирович Путиншăн пачĕç.Иккĕмĕш вырăнта КПРФ лидерĕ–Г.А.Зюганов19 процент ыларах. Ытти кандидатсене сумлă тееймĕн–2–3 процент кăна.
Н. ЛАРИОНОВ.
Пăлапуç Пашьелсем сасăлава пысăк хастарлăхпа хутшăннă. Списока кĕртнĕ 570 çынран 488-шĕ суйлав участокне килсе хăйĕн гражданла тивĕçне пурнăçланă. Ял халăхĕ ку суйлавра иртнинчен те хастартарах пулнă. Суйлавçăсен 86 проценчĕ бюллетень илсе хăйсен шухăшĕсене палăртнă. Вĕсенчен пысăк пайĕ – (81 проценчĕ) вара Раççей Президенчĕ пулма Владимир Путина шаннă.
– Ырă та тăнăç пурнăçшăн, кăмăллă малашлăхшăн сассăма паратăп. Пирĕн пек ватăсене хисеп, çамрăксемшĕн яланах çул уçă пултăр, – тенĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ Алексей Чернов бюллетене урнăна янă май.
А. ЕГОРОВА.
Хирти Пикшикри суйлав участокĕнче ирпе-ирех хаваслă кĕвĕ янăрарĕ. Çанталăкĕ тÿлек те лăпкă пулнăран Раççей Президентне суйламалли кун уяв пекех туйăнчĕ. Пĕрремĕш бюллетене Г. Ахметова учительница-пенсионерка илчĕ, сасăлава кăмăллă та лăпкă ирттерме ырă сунчĕ.
Ял халăхĕ суйлава пысăк ăнланулăхпа утрĕ. Списока кĕртнĕ граждансен 96 проценчĕ бюллетень илчĕ. Вĕсенчен вунă çамрăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие пĕрремĕш хутшăнчĕ. 94 çулхи Маурий Гайнетдинована – ялти чи ватă суйлавçа, комисси членĕсем килне пырса сасăлаттарчĕç.
Раççей Президенчĕн суйлавĕ Хирти Пикшикре начар мар иртрĕ. Хăйсен тивĕçне пурнăçланисен 69,4: В. Путиншăн, 26,2: Г. Зюгановшăн панă.
Г. ЧИНКИНА.
Анат Туçари 108-мĕш суйлав участокĕ те, ыттисем пекех, сакăр сехет тĕлне пĕрремĕш суйлавçăсене йышăнчĕ. Чи малтан сасăлакансем ĕçе васкакансем пулчĕç. Çакăн хыççăн бюллетень паракан сĕтел умĕнчен çын татăлмарĕ темелле. 10 сехет çурă тĕлне вара пур суйлавçăсенчен çурри ытла сасăлава хутшăнни паллă пулчĕ.
Суйлава пуçласа хутшăнакансем Анат Туçара тăваттăн. Вĕсенчен пĕри – Павел Платонов – Мари патшалăх техника университечĕн Сĕнтĕрвăрри филиалĕнче вĕренет. “Хамăн суйлавçă правипе усă курма тата гражданин тивĕçне пурнăçлама ĕнер ятарласа яла килтĕм. Ыран ирех каялла тухса каятăп. Çĕр-шыв ертÿçине малашне Раççей Президенчĕ çеç мар, манăн Президент теме те пултаратăп”, – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне студент.
– Суйлав йĕркеллĕ, пĕр кăлтăксăр иртрĕ, – пĕ-тĕмлетрĕ ĕçе комисси председателĕ В. Плешков. – Граждансен активлăхĕ Президент суйлавĕн пĕлтерĕшне тĕрĕс ăнланнинчен килет тесе шутлатăп. Участокра кашниех хăйне сăпайлă та кăмăллă тытни вара, паллах, сăнав камерин “витĕмĕ”.
Сасăлавра анаттуçасем 476-ăн (95,4:) хăйсен шухăшне палăртрĕç. Кĕтнĕ пекех, Раççей Премьерĕ В. Путин чи нумай сасă пухаканни пулчĕ. Ун хыççăн пыракан Г. Зюгановăн виçĕ хут сахалрах – 109.
С. ПЕРЕПЕЛКИН.
Раççей Федерацийĕн Президентне суйлассине Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакансем яваплăха туйса хутшăннă. Иртнĕ çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсемшĕн сасăлама халăхăн 76 проценчĕ кăна килнĕ пулсан, хальхинче 92 проценчĕ çĕр-шыва малашне кам ертсе пырассине татса пама кăмăл тунă. Хуласене ĕçлеме çÿрекенсем, урăх çĕрте пурăнакансем, анчах кунти регистрацинче тăракансем те тăван тăрăха çитме майсем тупнă. Сасăлава пĕрремĕш хут виççĕн хутшăннă. Вĕсене суйлавра малашне те хастар пулма сунса блокнотсем панă.
– Суйлава кăнтăрлаччен нумайăн килчĕç. Списокри 714 çынран 656-шĕ Раççей Президенчĕ пулма кама шаннине палăртса хăйсен сассисене пачĕç. 14 сехет те 10 минутра вара 500-мĕш çын сасăларĕ, – пĕлтерчĕ Çĕнĕ Ахпÿртри суйлав комиссийĕн председателĕ В. Бородова.
Тухса çÿрейменнисен, аслă çултисен кăмăлĕсене те хăварман. Комисси членĕсем 47 çынна килĕсенче суйлаттарнă. Районти тĕп больницăра выртакан виçĕ çын патне те çитсе килнĕ.
О. ПАВЛОВА.
Раççей Президенчĕн суйлавĕ Сăкăтсемшĕн ас-ра юлмалла иртрĕ. Мартăн 4-мĕшĕнче суйлавçăсем урнăна тепĕр бюллетень те ячĕç, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕшĕн те сасăларĕç. 22-мĕш пĕр мандатлă Сăкăт суйлав округĕнчен икĕ кандидат тăратнăччĕ.
Сасăлав пуçланнине пĕлтерсен пĕрремĕш бюллетеньсене Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Толстов илчĕ. Ун хыççăн участокри суйлав комиссийĕн членĕсем патĕнчен халăх татăлмарĕ. Пуçласа хăйсен сассисене Татьяна Гусарова, Евгений Ершов, Анастасия Чунчурская, Александр Пешко пачĕç. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ 88 çулхи Федор Елкин тивĕçлĕ кандитатсем енче тăнине пĕлтерчĕ.
Кашнийĕн кăмăлне çĕк-леме культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕ пуçарнипе ача садне, вăтам шкула çÿрекенсем пысăк концерт лартрĕç. Пуканесен театрĕ вара сцена çине спектакльпе тухрĕ.
Çак кунах “Ĕç ветеранĕ” чыслă ята тивĕçнĕ 22 çынна удостоверени пачĕç.
Шкул ачисен алĕç выставкийĕпе ашшĕ-амăшĕ, ял халăхĕ кăмăлтан паллашрĕ.
Çуркунне уйăхне кĕ-тĕмĕр пулсан та пăр ирĕлме пикенмен-ха. Çакăнпа усă курса спорта юратакансем ял çумĕнчи катокра хоккейла вылярĕç. Унта виçĕ команда тупăшрĕ.
Кун кăмăллă иртрĕ. Ăна пĕтĕмлетни те савăнăç кÿчĕ: сасăлава 1097 суйлавçăран 93,76 проценчĕ хутшăннă. Вĕсенчен Раççей Президенчĕн кандидачĕ Владимир Путиншăн 819 çын сасăларĕ (74,65 процент). Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн кандидачĕ Владимир Глухов 984 сасă пухса депутата суйланчĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА.