07 марта 2012 г.
Ĕçчен те сăпайлă, тĕрĕ-çĕвĕ ĕмĕрне малалла харсăррăн тăсма пĕлекен сăнар пулчĕ маншăн Сителти Нина Соколова. Ăна нихăçан та ахаль ларнине кураймăн. Мĕн чухлĕ парне ăсталаса паман пулĕ вăл тăван-пĕтене, çывăх çыннисене! Первомайскинчи ял библиотекинче выставка йĕркеленĕччĕ хăшĕн-пĕринпе. Пĕр пуссăр, тÿлевсĕр, ыттисемшĕн усăллă пултăр, ачасем илеме туйма вĕренччĕр тесе, паллах. Сайра тĕл пулаççĕ ун пек çынсем хальхи саманара. Ăстаçă пĕлмен ĕç çук: çыхать, тĕрлет, кавир хатĕрлет, вăлах çĕвĕç. Çакăн пек пултарулăх, ăсталăх, ĕçченлĕх пĕтĕмпех пĕр çынра.
– Чĕнтĕр, алса-чăлха çыхма ачаранах хăнăхнă эпĕ. Стена çине çакмалли çулталăк кĕнекисенче уйрăмах хĕрарăмсене валли кăларнинче тĕрлеме вĕрентекен мĕн тĕрлĕ ÿкерчĕк кăна çукчĕ! Çавсенчен хăнăхаттăм. Юлашки вăхăтра вĕтĕ шăрçапа ĕçлессине мала хуратăп, 1988 çулта кивĕ тухьяна чун кĕртрĕм. Кайрĕ вара ĕç малалла, – тет Нина Васильевна.
Вĕсен килне кĕрсен асамлă ăшă çупăрлать. Çак кил хуçи хĕрарăмĕ тĕрленĕ, çыхнă япаласенчен килет иккен. Чечеклĕ минтерсем, алшăллисем куçа илĕртеççĕ. Вĕсен пит е тÿнтер енĕсене пăхсан та уйрăмлăхĕ çук, çип вĕçĕ сÿсленсе тăнине кураймăн.
Кашни ăстан хăй хыççăн йĕр хăвармалла, теççĕ. Нина Васильевна ал ĕç кружокне ертсе пырать, унта Первомайскинчи вăтам шкулăн 4-7 класĕсене çÿрекен 12 ача хаваспах çырăннă. Кĕске хушăрах вĕсем масмак, мăй çакки, тухья, чечексем ăсталама вĕренчĕç. Катя Киргизован, Алена Ильинан, Настя Давыдован, Настя Волкован ĕçĕсем чиперех тухаççĕ.
Нина Васильевна ячĕ-сумĕ тавранах сарăлнă. Халĕ унран юрăçсем сцена костюмĕсем хатĕрлесе пама сахал мар пулăшу ыйтаççĕ. Еншикри, Тикешри пултарулăх ушкăнĕсене савăнтарнă вăл, Кивĕ Эйпеçе тухьясем хатĕрлесе панă. Темиçе çул каяллах Пăлапуç Пашьелне туй сюити валли кирлĕ хатĕр-хĕтĕр майлаштарнă. Эпир пынă кун Аслă Чемене çул тытрĕ. Каллех заказĕсене валеçме.
Савăнăç кÿрекен ĕç – чун уççи. Кунсăр пуçне ача-пăча пысăк телей парнелет ашшĕ-амăшне. Саккăрăн сак тулли çитĕннĕ кунта. Кĕçĕн ачипе пĕр мăнукĕ Патăрьелĕнчи професси училищинче вĕренеççĕ. Ыттисене ашшĕпе амăшĕ çунат хушса вĕçме пулăшнă. Эльза хĕрĕ те амăшĕ пекех тĕрре-çĕвве ăста.
А. АСТРАХАНЦЕВА.