14 марта 2012 г.
ПĔтĔм тĕнчери хĕрарăмсен кунне районти кашни коллективрах тĕрлĕрен паллă тунă. Аслă Чементи “Хунав” ача садĕнче вара ăна халалласа пултаруллă амăшсен, асламăшсен ал ĕç куравне йĕркеленĕ. Мĕн кăна пулман-ши унта! Куçа йăмăхтаракан çипсенчен тĕрленĕ, çыхнă япаласем, хутран илемлетнĕ натюрмортсем, йывăçран касса тунă кĕлеткесем... Ăстаçăсем ÿнерçĕрен пĕрре те кая мар темелле. Уяв кунĕнче, жюри членĕсем ылтăн алăллă Р. Фроловăна, Н. Абрамовăна, Н. Латышовăна уйрăммăн палăртса хăварнă. Вĕсем ачисемпе мăнукĕсемшĕн çеç мар, ял халăхĕшĕн те ырă тĕслĕхлĕ.