АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсавлă техника шанчăклă

14 марта 2012 г.

Раççей Федерацийĕн Правительстви “Раççей Федерацийĕнчи патшалăх техника надзор органĕнче регистрациленнĕ тракторсен, çул-йĕр строительствин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти машинăсен, прицепсен лару-тăрăвне пăхас тĕ-лĕшпе патшалăх техника тĕрĕслевĕ ирттересси çинчен” постановленине тĕпе хурса, Чăваш Енри патшалăх технадзор планĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районти пур организаци-предприятин, ял хуçалăх эртелĕсен, фермер хуçалăхĕсен тракторĕсене, прицепĕсене, ытти машинăсене мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Мероприятин тĕп тĕл-левĕ – техника мĕнле шайрине пăхасси, çыннăн сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн хăрушлăх çуккине палăртасси, пурлăха упрасси тата тавралăха сыхласси, машинăсен шутне тĕрĕс пĕлесси.

Организаци-предприятипе фермер хуçалăх ертÿçисен, уйрăм çынсен “хурçă учĕсене”, прицепĕсене, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсене графикпа килĕ-шÿллĕн палăртнă кун тĕлне хатĕррисен ретне тăратма тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.

Ял-хуçалăх предприяти-йĕсенчи техникăна мартăн 15-мĕшĕнче тĕрĕслеме тытăнма палăртнă.

 И. Васильев,

 гостехнадзор инспекцийĕн районти инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика