14 марта 2012 г.
Патăрьел районĕнче пурăнакансем иртнĕ суйлавра Владимир Владимирович Путиншăн 71,53 процент сасăланă. Ку вăл республикăри ытти район-хулапа танлаштарсан тăваттăмĕш кăтарту шутланать. Пиртен маларах Тăвайсем (78,93 процент), кÿршĕри Шăмăршăсем (75,02 процент) тата Улатăрсем (74,87 процент). Республикăпа –62,32 процент.
Суйлав списокне 26613 çынна кĕртнĕ, вĕсенчен суйлава 24250 çын хутшăннă. Урăхла каласан, суйлавçăсен 91,12 проценчĕ хăйĕн гражданла тивĕçне пурнăçланă. Ку кăтартупа эпир республикăра виççĕмĕш вырăнта тăратпăр. Пирĕн умра Тăвай районĕ–96,96 процент тата Елчĕк районĕ–95,28 процент. Çав вăхăтрах Шăмăршăсен–77,73 процент, Комсомольскисен-77,42 процент.
Суйлавра уйрăмах Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче пурăнакансем пысăк хастарлăх кăтартнă– 98,82 процент. Унпа танпа пĕрех Шăнкăртам ял тăрăхĕ– 98,81 процент. Виççĕмĕш вырăнта–Тăрăн (94,99 процент), тăваттăмĕш вырăнта –Туçа –94,15 процент. Вĕсене питĕ çывăххисем: Çĕнĕ Ахпÿрт, Сăкăт.
Суйлава хутшăнас енĕпе кайра пыракан ял тăрăхĕсен шутĕнче: Первомайски, Пăлапуç Пашьел, Турхан, Çĕньял–85 процент шайĕнче. Суйлав участокĕсенчен чи пĕчĕк кăтарту вара Кĕçĕн Арапуç ялĕнче. Унта 318 суйлавçăран суйлава 247 çын пынă е 77,67 процент.
В.В.Путин кандидатурине ырлакансем Ыхра Çырминче чылай пулнă–93,63 процент. Кунта В.В.Жириновскийшĕн пĕр сас та паракан тупăнман, С.М.Мироновпа М.Прохоровшăн пĕрер çын сасăланă. Г.А.Зюгановшăн вара 15 çын тупăннă. Иккĕмĕш вырăнта –Хурама Твар (87,01 процент), виççĕмĕш вырăнта Люля (83,78 процент). Çав вăхăтрах чи сахал сас паракансем Кивĕ Ахпÿртсем–58,41 процент çеç. Вĕсем хыççăн Каншелсем –60,07 процент. 63 процент шайĕнче–Красномайск,Ульяновка; 64–65 процент шайĕнче тăракансем–Кĕçĕн Арапуç, Еншик, Именкасси (виççĕшĕ те Пикшик ял тăрăхĕнчен),Ишлĕ.
• Ялĕпех сасăлава хутшăнма участока Кăсăл Камăшра 1 çын, Ыхра Çырмипе Хурама Тварта 2 çын çитеймен.
• Г.А.Зюгановшăн районта чи нумай сасăлакансем Кивĕ Ахпÿртре–30,29 процент. КПРФ лидерне çавăн пекех Каншелĕнче 25,17 процент тата Красномайскра 25,48 процент ырлаççĕ. Ял тăрăхĕсем хушшинче малта Пикшик ял тăрăхĕ–24,99 процент.
• Люля поселокĕнче В.В.Путин 31 сасă, Г.А.Зюганов 5 сасă, В.В.Жириновский 1 сасă пухнă. Кунта Прохоровпа Миронова пач та “палламаççĕ”.
• В.В. Жириновскийшĕн ытларах Тикешсем сас панă– 7 процент. Ун хыççăн Красномайскисем тата Нăрваш Шăхальсем –6,14 процент. ЛДПР ертÿçишĕн Патăрьелĕнче 135-ĕн, Çĕнĕ Ахпÿртре 74-ăн, Туçасем 66-ăн сасăланă. Çав вăхăтрах Ыхра Çырминче пĕр çын та тупăнман.Пурĕ вара В.В.Жириновский ытти кандидатсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта– 832 çын е 3,43 процент.
• “Справедливая Россия” лидерĕшĕн ытларах Патăрьелĕнчи виçĕ участокра (2-мĕш шкул, КДЦ, 1-мĕш шкул) 33-43 çын тата Турханта 24 çын сасăланă. С.М.Миронов районта 535 сасă е 2,21 процент пухнă. М.Прохоров кандитатăн та кăтартăвĕсем çавăн евĕрлех.
• Н. Ларионов тишкернĕ (малтанхи итогсем тăрăх).