14 марта 2012 г.
Çул çитмен çамрăксем хушшинче кăштах укçа тăвас, çемье бюджетне пуянлатас тĕллевпе ĕçе вырнаçас шухăшлисем те пур. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 14-18 çултисене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăха вăй хумалли вырăн тупса парас тĕллевпе 2011 çулта организацисемпе 12 килĕшÿ тунă. Çулталăк тăршшĕпе 521 ачана – нумай ачаллă çемьерен – 111, тулли мар çемьерен – 4, сахал тупăшлисенчен – 162 – пулăшнă. Çитĕнекен ăру шкулсен территорийĕсене илемлетнĕ тата хăтлăх кĕртнĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăр-çинче вилнĕ ентешсене асăнса лартнă палăк-монументсем тавра тасатнă, эмел курăкĕсем пухнă. Вĕренекенсем, ĕç калăпăшне кура, уйăхсерен 850-1275 тенкĕ таран укçа илнĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çулталăк тăршшĕпе 382500 тенкĕ укçа тăкакланă.
Çулталăк пуçланнăранпа центр 4 килĕшÿ тунă, 46 вĕренекене вăй хумалли вырăн тупса панă. Ку программăна пурнăçа кĕртме 238000 тенкĕ уйăрнă.
Г. Афанасьев,
ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ.