АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УТАРçĂСЕМ КАНАШЛАРĕç

14 марта 2012 г.

Районта Патăрьел, Шăмăршă, Йĕпреç, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи утарçăсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ М. Калмыков, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн биотехнологи факультечĕн доценчĕ Г. Тобоев, Ульяновскинчи тулли мар яваплă “Нектар” обществăн генеральнăй директорĕ В. Лебедев тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи хурт-хăмăр ăстисем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пĕлтĕрхи кăтартусемпе тата вĕлле хурчĕсем мĕнле хĕл каçнипе паллаштарчĕç.

Патăрьелĕнчи зонăри ветлабораторин директорĕ Л. Ефимова пыла тĕрĕслемелли тĕп требованисем пирки чарăнса тăчĕ. М. Тобоев вĕлле хурчĕсене апатлантарассипе хальхи вăхăтри аспектсемпе паллаштарчĕ. В. Лебедев искусственнăй майпа тунă карассем еплерех пулмалли пирки пĕлтерчĕ.

Кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен зоотехник-утарçă Н. Пирожков “Хастар” ял хуçалăх предприятийĕн зоотехникĕпе И. Кошкинпа пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнче Ярославльте иртнĕ пĕтĕм тĕнчери утарçăсем “Пыл тĕнчи” II форумне хутшăнни, унта Раççейĕн 34 регионĕнчи, çавăн пекех Белорусси, Великобритани, Итали, Литва тата ытти çĕр-шывсенчен хурт-хăмăр ăстисем килни пирки каласа кăтартрĕ. Вĕлле хурчĕсене хĕлле ирĕкре тытма май паракан финсем хатĕрленĕ вĕллепе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Николай Петрович кĕркунне пыл ярмăрккине ирттересси, ылтăн хуртсене лайăх хĕл каçарас ĕçре электричество вăйĕпе усă курасси пирки те сăмах хускатрĕ.

Районта 4326 вĕлле хурчĕн çемйи шутланать. Ку вăл маларахри çулсенчен 100 çемье ытларах. Обществăлла секторта вăтамран сутлăх 15 килограмм пыл юхтарнă. Уйрăм çынсен кăтартăвĕ вара 20 килогрампа танлашать.

Хурт-хăмăрçăсем канашлура пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика