14 марта 2012 г.
Татмăшри библиотекăра авалтан пыракан йăлана упраса хăварас тĕллевпе çăварни уявне ирттерчĕç. Малтанах Е. Дюкина библиотекарь ăна ĕлĕкрех мĕнле уявланипе паллаштарчĕ, эрнен кашни кунĕн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула çÿрекен ачасем çăварни çинчен сăвăсем вуларĕç, аслăраххисем пĕр юрă хыççăн теприне шăрантарчĕç. Уйрăмах Валентинăпа Юрий Николаевсем, Валентина Иванова, Роза Салмина, Надежда Иванова, Нина Сидорова, Роза Ягина, Марина Царева пултаруллă пулчĕç. 74 çулхи Елена Царева та çамрăкраххисенчен юлмарĕ, спорт вăййисене те хастар хутшăнчĕ. Икерчĕ шăрши таврана сарăлчĕ, ăна чейпе ĕçрĕç.
Е. НИКОЛАЕВА.