14 марта 2012 г.
Ыхра Çырминчи вăтам шкулта оборонăпа спорт уйăхлăхĕнче тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Чи кăсăкли те асра юлмалли вара Александр Мингалевпа тĕл пулни пулчĕ. Юрăçа Чăваш Енре çеç мар, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Вăлах Афганистанра, Чечняра службăра тăнă ветерансен организацийĕсен тата тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕн çывăх тусĕ. Александр тăван çĕр-шыва хаклама, хисеплеме, хÿтĕлеме вĕрентекен юррисемпе итлекене тыткăнлать, шухăша ярать. Питĕ пуян, кăсăклă программа унăн, ачасене Чечен вăрçи çинчен каласа кăтартать: терт-нушана хăй куçĕпе курнă вăл.
– Вăрçă чăн-чăн харсăрлăха вĕрентет, юлташлăх туйăмĕсене çирĕплетет, – тет А. Мингалев.
Халăх умне вăл концертсемпе 20 çула яхăн тухать. Чапшăн та, хисепшĕн те мар. Унăн кулленхи ĕçĕ – çĕр-шыва юратма вĕрентесси. Пултарулăхне куракан хаклани вара малашлăхра вăй парать, çĕнĕ курăм, проект çуратать, юрăсем çырма çунатлантарать.
С. КУЛАКОВА.