АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĕР-ШЫВА ЮРАТСА

14 марта 2012 г.

Çĕнтерĕвĕн чăн хакне нимĕнпе виçме те май çуккине палăртса нумай поэт сăвă шăрçаланă, композитор юрă хывнă. Вĕсем район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ çамрăксем хушшинче ирттернĕ “Çĕр-шыва юратса...” конкурсра янăрарĕç. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш, Сăкăтри, Ыхра Çырминчи, Çĕньялти, Первомайскинчи, Пăлапуç Пашье-лĕнчи, Туçари, Шăнкăртамри пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Тутар Сăкăтĕнчи, Нăрваш Шăхалĕнчи, Аслă Чементи, Хирти Пикшикри вăтам, Кивĕ Ахпÿртри тĕп шкулсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Пĕчченшерĕн юрлакансенчен М. Латышова (Аслă Чемен) пĕрремĕш, А. Алексеевăпа (Нăр-ваш Шăхаль) Д. Живов (Çĕньял) иккĕмĕш, З. Шарафутдинова (Тутар Сăкăт), И. Тазетдинов (Ыхра Çырми), К. Убасева (Сăкăт) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Ушкăнпа юрлакансенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ансамблĕ пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи тата Первомайскинчи вăтам шкулсен дуэчĕсем иккĕмĕш, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул юрăçисемпе Тутар Сăкă-тĕнчи хĕрсен ушкăнĕ виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Патăрьелĕнчи Д. Ларевпа А. Бобров, Сăкăтри И. Ильинпа Н. Алякин гитарăпа каласа тĕрлĕ юрă шăрантарса куракансене тыткăнларĕç. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем салтака ăсатнине витĕмлĕ кăтартса пачĕç.

Конкурсрах районта оборонăпа спорт уйăхлăхĕ мĕнле пынипе çамрăксемпе ĕçлекен центр директорĕ А. Адикина паллаштарчĕ, конкурс çĕнтерÿçисене саламларĕ.

А. АНТОНОВА,

вĕрентÿ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика