14 марта 2012 г.
«Поддержка» страхлакан компани районта 17 çул ĕçлет. Тăваттăмĕш çул ăна М. Ялукова ертсе пырать. Компани ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Мария Васильевнăпа тĕл пултăмăр.
– “Поддержка” страхлакан компани районта 17 çул ĕçлет пулсан, республикăра – 20. Компанин акцисен тĕп пакечĕ Чăваш Республикин харпăрлăхĕ шутланать, çавăнпа та унăн тĕп çул-йĕрĕ Чăваш Ен экономикине аталантарасси пулса тăрать. “Поддержка” компани уйрăм çынсене те, юридици сăпачĕсене те страховани енĕпе туллин тивĕçтерет.
Кунта ĕçлеме тытăниччен эпĕ 35 çул “Росгосстрах” страхлакан компанинче вăй хутăм. “Поддержка” компани патшалăхăн пулнипе кăна кунта ĕçлеме пуçăнтăм.
– Мария Васильевна, “Поддержка” страхлакан компани мĕнсене страхлассипе ĕçлет тата çынсене хăйсене страхлатăр-и;
–Кил-çурта пушартан, шыв-шур çĕмĕрнинчен, çил-тăвăл аркатнинчен, пăрлă çумăртан, çиçĕм çапнинчен, çуркунне тата кĕркунне шыв-шур илнинчен тата ытти хăш-пĕр инкекрен страхлатпăр. Унсăр пуçне лашасене, ĕнесене, сыснасене тата ытти выльăхсене страхласси те пирĕн тивĕç.
“Поддержка” страхлакан компани республикăра ĕçлеме пуçлани 20 çул çитет, çав ятпа “Юбилейный” страхламалли продукт ĕçлеме тытăнчĕ. Кунта пурне те, вăл шутра пурлăха татах та пĕчĕкрех тарифпа страхлама май пур.
– “Поддержка” компани страхланă чухне çăмăллатнă условисемпе те усă курать тенине илтнĕччĕ, çакăн пирки тĕплĕнрех каласа параймастăр-и;
– Чăнах та, пирĕн компанин çăмăллатнă условисем пур. “Поддержка” компанинче хăйсен пурлăхне, пурнăçне страхлакансем иккĕмĕш çулхинех çăмăллатнă условисемпе усă курма тытăнаççĕ. Страхланăшăн тÿлемелли взнос çулран-çул чакса пырать. Пенсионерсен кил-çуртне пĕчĕкрех тарифпа страхлатпăр. Страхлакан ытти компанисенчен куçнисене те, енчен те вĕсем унта çулленех страхланнă пулсан, çăмăллăхсем паратпăр. Çавăн пекех инкеке лекнĕ çынна документсем хатĕрлеме те пулăшатпăр, кайран укçине алăранах тыттаратпăр.
– Мария Васильевна, ĕçре мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулатăр;
– Страхлакан ытти компанисем пирĕн çинчен час-часах суя сăмах каласа çÿренине илтме пулать. “Поддержка” страхлакан компанин лицензи çук, укçа параймаççĕ, вăхăтлăх япала кăна имĕш. Пурте суя! Пирĕн лицензи – С " 1383 21. Çавăнпа та “Поддержка” компани çинчен начар сăмах сарса çÿреме кирлĕ мар, чăнлăх яланах çиеле тухнине ас тусах тăрасчĕ!
Çакна татса калама пултаратпăр: тÿлевсене яланах вăхăтра паратпăр. Компани пирки клиентсенчен, страхлакан агентсенчен ыйтса пĕлме, 61-5-48 номерпе шăнкăравлама е пирĕн пата кĕрсе тухма пултаратăр. Эпир Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи 27-мĕш çуртра, 2-мĕш хутра вырнаçнă.
– Паян эсир миçен ĕçлетĕр;
Коллективра 35 çын, унтан страхлакан агентсем 32-ĕн. Хальхи вăхăтра пирĕн агентсем кашни ялта тенĕ пекех пур.
Пирĕн йыш туслă, кашнийĕ хăйне шаннă ĕçе тивĕçлĕ шайра тума тăрăшать. Çавăнпах ĕнтĕ 2010 çул пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн районти представительство республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, III степеньлĕ Диплом илме тивĕçрĕ. 2011 çулта вара страхлассипе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр, I степеньлĕ Диплом пачĕç.
Çитĕнÿсем пĕччен çын тăрăшнипе кăна пулмаççĕ. Страхлакан агентсем питĕ пултаруллă. Хăшĕ-пĕри маларах страхлакан ытти компанисенче вăй хунă, вĕсен опычĕ пысăк. Яланах пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса ĕçлеме тăрăшатпăр. Çавăн пекех М. Ялукова инспекторпа И. Бородова менеджера та палăртса хăварас килет.
Юлашкинчен ман хаçат вулакансене, тивĕçлĕ канăва тухнисене çапла калас килет: эпир Чăваш Республикинче пурăнатпăр, çакăнтан укçа илетпĕр, апла пулсан патшалăхăн шутланакан “Поддержка” компанипех çыхăну тытма сĕнетĕп.
О. ПАВЛОВА калаçнă.