17 марта 2012 г.
Район территорийĕнче нумай хваттерлĕ çуртсем 119. Вĕсене виçĕ управляющи организаци тата 3 ТСЖ пăхса тăраççĕ.
Çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерÿ енĕпе районта 5 организаци ĕçлет. Нумай хваттерлĕ çуртсенчен 87 проценчĕ уйрăм ăшă хатĕрĕсемпе усă курать. Пур çуртра та сивĕ шыва, электроэнергине тата газа шутлакан приборсем пур.
х х х
2011 çулта “Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене юсасси” адреслă программăпа килĕшÿллĕн Патăрьелĕнчи Гагарин, Комаров, Киров, Мир урамĕсенче вырнаçнă тăватă çурта тĕп-рен юсанă. Юсав ĕçĕсем валли 6991360 тенкĕ уйăрнă.
х х х
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре вăй хуракансенчен 36 проценчĕ (чи нумаййи!) суту-илÿ тата обществăлла апатлану сферинче тăрăшать. Чи пысăк суту-илÿ комплексĕсем “Светлана”, “Булат”, “Сахарок”, “Водолей” “Новострой” шутланаççĕ.
х х х
Район территорийĕнче 10 парикмахерски пур. Юлашки çулсенче косметика салонĕсем те уçăлма тытăнчĕç.