АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача сачĕсем çĕкленеççĕ

17 марта 2012 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов мартăн 13-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи 240 вырăнлă ача садне реконструкциленĕ тата Шăнкăртамри шкул çулне çитменнисен учрежденине тунă çĕрте пулнă, ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă.

Тепĕр кунне района ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин ресурс тивĕçтерĕвĕсен пай начальникĕ В. Кузьмин, Пĕтĕм тĕнчери Банкăн вĕрентÿ проекчĕн ертÿçи Тигран Шмис, Пĕтĕм тĕнчери финанс корпорацийĕн Европăн тата Тĕп Азин департамент инфраструктурин наци субъекчĕсене финанслассипе ĕçлекен тĕп специалисчĕ П. Кочанов килнĕ. Вĕсем çÿлерех асăннă строительство объекчĕсене çитсе курнă, усă куракан технологисемпе, энергие перекетлекен материалсемпе интересленнĕ.

Патăрьелĕнчи шкул çулне çитменнисен учрежденине тулли мар яваплă “Булат” пĕрлешÿ реконструкцилет. Объектăн смета хакĕ 132 миллион тенкĕ ытла. Ăна пĕлтĕр июнĕн 1-мĕшĕнче тума тытăннă, август уйăхĕнче хута яма палăртнă. Паяна уйăрнă укçан 104 миллион тенкине ĕçе кĕртнĕ.

Ача сачĕн корпусне туса пĕтернĕ, тăррине витнĕ, чÿречисене лартнă, тултан илемлетессине 50 процент пурнăçланă, инженерипе коммунникаци системине юсанă, котельнăй тунă...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика