АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУЛА ТУХАСЧĕ çУЛ КУРКИСĕР

17 марта 2012 г.

Кăçал çул çинче пулнă аварисен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан сахалтарах. Малтанхи икĕ уйăхра пĕлтĕр инспекторсем тăватă хутчен инкек пулнă вырăна васканă, хальхинче вара – виçĕ хутчен çеç. Аварисен сăлтавĕсене пĕтĕмлетсе çакна палăртмалла: сиксе тухнă пăтăрмахсен ытларах пайĕн (икĕ тĕслĕхĕ) сăлтавĕ – водительсем ÿсĕр пулни. Иккĕшĕ те тата Туçасем. Çак енче автомобильсен куçăмĕ пысăк. Çавăнпа та ÿсĕрле мар, урă чухне те çул çинче асăрхануллă, тимлĕ пулмалла, ял хушшипе пынă чухне хăвăртлăха пушшех чакармалла.

Маларах асăннă тапхăрта çеç çул-йĕр инспекторĕсем рейса тухнă 38 водитель ячĕпе протокол çырнă. Сăлтавĕ – эрех ĕçни. Çакнашкал фактсем пĕлтĕрхинчен те (29) ытларах пулнă. Çуран çÿрекенсен тимсĕрлĕхне те палăртса хăвармалла. Икĕ уйăхра çеç 57 çын пирки çул-йĕр правилине пăснăшăн протокол çырнă.

Чылай чухне аварисенчи синкерлĕх хăрушсăрлăх пиçиххийĕсене çыхăнманнипе пулать. Аслисен те, ачасен те çак йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Теветкелленсе çÿрекенсен вара 500 тенкĕ штраф укçине кăларса хумалла пулать. Çавăнпа та синкерлĕх те, нимĕн çук çĕртен протокол çыртарасси те хамăртанах килет.

А. КАРГИНА,

çул-йĕр инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика