17 марта 2012 г.
Патăрьел районĕн сучĕ “Ленин ячĕллĕ агрофирма” АУО гендиректорне Георгий Попа (республикăра ăна Юрий Попов ят хушаматпа лайăх пĕлеççĕ пуль – темшĕн вăл ят-шывне официаллă майпах улăштарас тенĕ) ултавшăн айăпласа 4 çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă. Çийĕнчен унăн 50 пин тенкĕ штраф тÿлемелле.
Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн Поп агрофирма акцийĕсен пуххине ярса илес тĕллевпе колхозран акционер обществи туса хунипе суя документсем хатĕрленĕ. Кайран акцисен хушма эмиссине йĕркеленĕ. Çапла вара ултавлă майпа акцисен 82 проценчĕн хуçи пулса тăнă, 2003 çул вĕçленнĕ тĕле активсем 41 млн тенкĕ ытла тăнă акционер обществипе пĕчченех хуçаланма пуçланă, пурлăх пайĕсем колхозран АУОна куçнă 130 çын вара çурăк валашка умĕнче тăрса юлнă темелле.
Приговор вăя кĕмен-ха.
Н. ДМИТРИЕВ.
(«Хыпар» хаçат).