АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхтăр юрă ян та ян!

17 марта 2012 г.

Район администрацийĕн залĕнче культура ĕçченĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Вĕсем 2011 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Унта ял тăрăх пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕн çу-мĕ И. Дикин кĕскен умра тăракан задачăсем çинче чарăнса тăчĕ. Малалла культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçте-рĕвĕн ĕçченĕсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен ĕçĕпе паллаштарма пикенчĕç.

– Халиччен мĕн тунишĕн савăнмалла, – терĕ сăмах илсе культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин пай начальникĕ А. Магарин. – Пур ăсталăха халăх çине кăлармалла. Культура ĕçченĕсен ĕçне правительство та вырăна хурать. Çакна шалăва ÿстерни те çирĕплетет. Çавна май яваплăха та хăпартмалла. Умра тăракан проблемăсем пур. Вĕсене татса пама пулать. Мĕншĕн социаллă пĕлте-рĕшлĕ проектсем хатĕрлесе конкурссене хутшăнмалла мар;

Пикшик ял тăрăхĕн ертÿçи З. Алигберов 10 çул ытла хутăнмасăр халтăртатса ларнă культура вучахне çĕнĕрен чĕртни çинчен каласа пачĕ. Кунта республикăн яла комплекслă, компактлă туса тирпейлемелли программине хутшăнса 904 пин тенкĕ укçа выляса илнĕ. Паян Хирти Пикшикри Культура çурчĕн ĕçĕпе ватти-вĕтти кăмăллă. Ялти халăх театрĕ те çĕнĕ спектакльпе сцена çине тухрĕ.

Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн тĕп специалисчĕ П. Логунова культура отраслĕн çĕ-нетĕвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Районăн тĕллевлĕ программипе малашне ĕçлемеллине палăртрĕ.

– Çамрăксене кăмăл-сипет енĕпе, патриотла, эстетика воспитанийĕ парас тĕллевпе районти культурăпа кану центрĕ сахал мар ĕçлет, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче Л. Леонтьева методист. Малалла ачаран пуçласа ватти таран явăçтаракан мероприятисене йĕркеленипе паллаштарчĕ.

Воспитани ыйтăвне “Çăкăр” музейре ĕçлекенсем те тытса пыраççĕ. Тематикăлла выставкăсене пырса куракансем йышлă. Музей директорĕ В. Маллина халăхпа малашне те тачă çыхăнура пуласса шантарчĕ.

– Районти халăх театрĕ 1961 çулта ĕçе пуçăннă. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртрĕ. Ят-сумĕ те çĕкленчĕ. Ĕçри йывăрлăхсене пăхăнмасăр çак уйăхра “Кăвак сирень айĕнче” спектакле халăх умне кăларма хатĕрленетпĕр. Анчах финанс йывăрлăхĕсем пур. Вĕсене татса парас ĕçе администраци хутшăнасса шанас килет, – терĕ Л. Маркова режиссер.

Районти тĕп библиотека директорне Н. Исаевăна та пăшăрхантараканни пур. Вулавăш ĕçченĕсен халăха кĕнеке вулаттарас енĕпе ытларах ĕçлемелле-мĕн.

– Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕпе унăн Сăкăтри, Туçари, Шăнкăртамри, Турханти филиалĕсене 258 вĕренекен çÿрет, – терĕ В. Ширтанов директор. – Ачасен пултарулăхне мĕн çамрăкранах асăрхама тăрăшатпăр. Хамăр ĕçри çитмен-лĕхсене пĕлетпĕр. Творчество ăсталăхĕ пуррисене специалистсен те шырама тăрăшмалла, вĕсен пултарулăхне малалла аталантарма пулăшмалла. Çакă çитместрех-ха пире.

Çĕньялти культура аталанăвĕпе библиотека ти-вĕçтерĕвĕн центрĕн ертÿçин ĕçне пурнăçласа пыракан А. Павлов “лава” ăçтан тапратса ямаллине пĕл-мест пулас. Унăн ыттисен ырă тĕслĕхне мала хума тăрăшмалла.

Первомайскинчи “Шуçăм” ансамбль ертÿçи В. Фролов ăсталăха пула Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне çитнипе кăмăллăн паллаштарчĕ, артистсен тумне çĕнетес ыйтăва çĕклерĕ.

Патăрьел халăхĕ авалтанпах ĕçре матур, юрă-ташăра сатур. Çапла пулма культура ĕçченĕсем пулăшаççĕ те.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика