24 марта 2012 г.
МАРТ уйăхĕ хĕрарăмсемпе çыхăннăран-ши, хальхи вăхăтра ялсенче ача амăшĕсемпе çыхăннă конкурссем, тĕрлĕрен ăмăртусем йĕркелеççĕ. Çак кунсенче Анат Туçари культура çуртĕнче çулĕпе шултăраланнисен конкурсне ирттернĕ. Пилĕк хастар хутшăнма кăмăл тунă унта: Р.Заплаткина, Л.Платонова, С.Беззубова, З.Плешкова, И.Андреева. Вĕсем пурте тĕрлĕ вырăнта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем. Жюри членĕсем сцена çинчи пултарулăха тĕрлĕрен номинацисемпе хакланă. Любовь Платонова вара супер асанне те, кукамай та пулнă. Пенсионерка пур енĕпе те хăйĕн маçтăрлăхне кăтартнă