24 марта 2012 г.
Мартăн 21-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн теми: Раççей Федерациĕн Президенчĕн суйлавĕн итогĕсем, республикăра вĕрентÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсамалли план тата 2012 çулхи деклараци кампанийĕ.
Информаци ушкăнĕ чăн малтанах лартнă ыйтусене район активĕпе сÿтсе яврĕ. Ун хыççăн ял тăрăхĕсенче вырăнти халăхпа тĕл пулчĕ.Уйрăммăн илсен, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Мансур Калмыков, Финанспа бюджет надзор службин Территори управленийĕн ертÿçи Нина Константинова, Социаллă страховани Фончĕн регионти уйрăмĕн управляющи çумĕ Тамара Алексеева Нăрваш Шăхаль вăтам шкулти педагогсен коллективĕпе курнăçнă.
Ял тăрăхĕнче çурт – йĕре комплекслă, пĕр вырăнарах тăвас тата вĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкула тăпрен юсама республика бюджетĕнчен 1174,6 пин тенкĕ, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул валли 550 пин тенкĕ уйăрнă. Республика бюджетĕнченех тепĕр 5 миллион тенкĕ хушма кĕмĕл кĕмелле. Вăл укçаран пĕр миллионĕ Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкула тĕпрен юсанă çĕре кайĕ.
Планпа килĕшÿллĕн 2012 çулта районта 4 верентÿ учрежденине çĕнетме пăхнă: Патăръелĕнчи пĕрремĕш, Ыхра Çырминчи, Турханти вăтам, Патăрьелĕнчи каçхи шкул. Ра-йон тĕллевлĕ программăпа ăнăçлă ĕçленĕшĕн савăнмалăх пур. Кăçал Патăрьелĕнче тата Шăнкăртамра хăтлă икĕ ача сачĕ ĕçлеме пуçлĕ. Çывăх вăхăтрах Тутар Сăкăтĕнче 200 ача вырнаçмалăх шкул тума пикеннĕ. Ун валли проектпа смета хучĕсем хатĕр. Урăхла каласан, районта вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнетес, çитĕнекен ăру кирлĕ пек условисенче вĕрентĕр, кантăр, аталантăр тесе нумай ĕç тăваççĕ. Малашне те çаплах пулĕ.
А.НИКОЛАЕВА.