24 марта 2012 г.
Мартăн 20-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн пиллĕкмĕш созыври 11-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров ертсе пынă.
Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕн ертÿçисем, предприяти-организаци ертÿçисем те хутшăннă.
Ларура район администрацийĕн 2011 çулхи ĕçĕ-хĕлне пăхса тухнă, район депутачĕсен Пухăвĕн “Районăн 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013 тата 2014 çулсенчи бюджечĕ çинчен” йышăнăвне хушусем кĕртнĕ, район Уставĕн çĕнĕ редакцине çирĕплетнĕ, районта муниципаллă харпăрлăхпа усă курмалли йĕркене çирĕплетнĕ тата ытти те.
Кашни ыйтупах кирлĕ йышăнусем тунă.