24 марта 2012 г.
Районта чун хастарлăхĕпе, халăхшăн ĕçлекен обществăлла организацисем сахал мар: хĕрарăмсен канашĕ, моряксен, куç курманнисен, хăлха илтменнисен обществисем, Байконурта службăра тăнисен, волонтерсен ушкăнĕсем тата ытти те. Вĕсенчен çулĕпе те, ĕç опычĕпе те чи асли– ĕçпе вăрçă, Хĕçпăшаллă вăйсен тата право йĕркине хураллакан органсен ветеранĕсен Канашĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ватăсен социаллă ыйтăвĕсене тĕпе хурса тимлекен организаци йĕркеленсе кайса ĕçлеме пуçлани мартăн 28-мĕшĕнче чĕрĕк ĕмĕр çитет. Историшĕн вăл пысăк вăхăт мар темелле. Çапах та хавхаланупа, хастарлăхпа, пысăк ăнланулăхпа районти влаç органĕсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлекен Канаша ырламалла çеç.
Мускавра пĕрремĕш хут вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Канашĕн конференцийĕ пулнă хыççăнах районти 24 организацире, учрежденире, предприятире, 16 колхозра пуçламăш организацисем йĕркеленнĕ. Районти пĕрремĕш конференцие 157 делегат хутшăннă.
Районти ветерансен Канашĕн архив докуменчĕсенчен çакă паллă: малтанхи икĕ çулĕнче обществăлла организацие О.Седойкина ертсе пынă, нумай вăхăт хушши–1989–2010 çулсенче организаци ертÿçи ĕçпе вăрçă ветеранĕ В.Владимиров пулнă. Виталий Владимирович çак пархатарлă тивĕçе чун-чĕререн пурнăçланă, район администрацийĕпе, социаллă хÿтлĕх пайĕпе ăнланса ĕçлесе нумай ыйтусене татса панă. Хальхи вăхăтра вара çак тивĕçе И.Хитров пурнăçласа пырать.
Ветерансен Канашĕ хăйĕн ĕçне планпа ки-лĕшÿллĕн йĕркелет, çулĕпе шултăраланнă çынсем чунпа ан ватăлччăр тесе тĕрлĕрен культурăллă мероприятисем, «çавра сĕ-телсем», тĕл пулусем, çи-тĕнекен çамрăк ăру валли паттăрлăх урокĕсем йĕркелет тата ытти те.
Районти ветерансен Канашĕ халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн, социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕсемпе пĕрле вăрçă ветеранĕсен, тыл паттăрĕсен, салтак арăмĕсен пурнăç условийĕсене тĕрĕслесе тĕпчеме хастар хутшăнать. Вĕсене эмелсемпе вăхăтра тивĕçтерес, сывлăхпа çыхăннă ыйтусене татса парасси тĕп ыйту. Вăрçă паттăрĕсене, ĕç хастарĕсене юбилей ячĕпе саламлани те асăнмалăх самант. Иртнĕ çул М. Наташкин, Н. Макашина вăрçă ветеранĕсене çуралнă кунпа чыс тунă.
Обществăлла организацийĕн членĕсем çамрăксене патриотла воспитани парас, пурнăçри уйрăм хастарсемпе паллаштарас тĕллевпе тăтăшах шкул коллективĕсенче пулни те пĕлтерĕшлĕ.
Ветерансен хорĕ– ра-йонта чи хисеплĕ те сумлă коллективсенчен пĕри. Çулсеренех вĕсем Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе паха концерт хатĕрлеççĕ. Çитес юн кун, мартăн 28-мĕ-шĕнче районти Культура çуртĕнче 11 сехетре пуçланакан пуху хыççăн та вĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарасшăн.
Кирек мĕнле ĕçре те ырă тĕслĕхлĕ, кăтартуллă тăрăшакансем пур. Ку тĕлĕшпе ветерансен вырăнсенчи пуçламăш организацийĕсене ертсе пыракан Н.Тельцов (Пăлапуç Пашьел), А.Дружинин (Алманчă), Ф.Елкин (Сăкăт), Р. Сунгатуллин (Шăнкăртам), Я.Степанов (Первомайск), Ф.Файзуллин (Хирти Пикшик), М.Абдуллин (Кзыл Чишма), Е.Селиверстров (Шăхач), В.Салмин (Туçа), В.Антонов (Çĕнь-ял), А.Шуряшкина (Тăрăн), Р.Сапожникова (Патăрьел) пысăк хастарлăхпа, вырăнти влаçпа килĕштерсе ĕçлеççĕ.
А.ЕГОРОВА