24 марта 2012 г.
Çуркунне çитсе пынă май вĕлле хурчĕсен апачĕ сахалланса пырать, çавăнпа та вĕсене канди парса пулăшмалла. Районти утарçăсем хыпарланă тăрăх, ылтăн хуртсем выçăпа вилнĕ тĕслĕхсем пур.
Вĕлле хурчĕсем хĕл каçма пĕр çĕре чăмăртанса çăмха пек пулса лараççĕ. Çавна пула вĕсем шартлама сивĕсене аван чăтса ирттереççĕ. Варринче ăшă пулнă май тултисем шалалла, шалтисем тулалла улшăнса тăраççĕ. Çăмха хăш рама çинче вырнаçнă, çавăнти апата çисе яраççĕ. Юнашарринче пулсан та унта куçмаççĕ. Çакна шута илсе вĕлле хурчĕсем вилесрен çăмха ăшне канди хурса памалла.
Çуркунне пĕрремĕш вĕçев тунă хыççăн хĕллехи каяшран тасалма кандипе чечек тусанне (пыльца) памалла. Ку çăвăрсене çитермелли хатĕр апат шутланать. Çак вăхăтра вĕллесенче çăвăрлă рамăсем чылай пулаççĕ. Кăшт каярах инвертлă шерпетпе усă курсан аван. Ăна та тÿрех хăйсене те, çăвăрсене те çитерме юрать. Финляндире çакăн пек мелпе ĕçлеççĕ, пысăк кăтартусем тăваççĕ.
Утарçăсем çулсерен вĕлле хурчĕсене варроатозран бипин текен препаратпа сапаççĕ. Европăра унпа 5 çул каяллах усă курма чарнă. Пирĕн те урăххисем çине куçмалла. Сутлăхра хальхи вăхăтра фумисан, варроадез, полисан тата ыттисем те пур.
Вĕлле хурчĕсене çуркунне ăшă тытма çăмăлах мар, мĕншĕн тесен кăнтăрла ăшă, каçпа сивĕ. Амасем çăвăр сапнă пирки сывлăш температури пĕр пек тăмалла. Хĕл каçнă ватă вĕлле хурчĕсен сывлăхĕ хавшанăран, вĕллере нумай çăвăрлă рамкăсем пуртан температура кирлĕ пек пулмасан та пултарать. Çакна шута илсе электропрогревательсемпе ăшăтса тăрсан аванрах, кун пек тусан пыл пуçтарнă вăхăтра вĕлле хурчĕ 100 пине те çитет. Пыл туса илесси те лайăхланать
Н.ПИРОЖКОВ,
кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен зоотехник-утарçă.