АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваканси ярмăрккинче

24 марта 2012 г.

Граждансене ĕçе вырнаçтарассине лайăхлатас, организацисене валли вăй хуракансем тупас тĕллевпе районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вакансисен тата вĕрентÿллĕ ĕç вырăнĕсен ярмăрккине ирттерет. Ку вăл:

– организацисенче ĕç вырăнĕ, вăхăтлăха е вахта ме-лĕпе вăй хума пуррине пĕлме май парать;

– ĕç паракансене работниксем тупма, вĕрентÿ учрежденийĕсене вĕренÿ программине презентацилеме пулăшать;

– вакансисен ярмăрккине хутшăнакансене ĕç рынокĕнчи лару-тăру пирки ĕçпе ти-вĕçтерекен центр урлă патшалăх паракан пулăшусем çинчен информацилеççĕ.

Ярмăрккăна ĕç шыракансем тата кĕскетнипе е ликвидациленине пула ĕçсĕр юлакансем, кирлĕ кăтартусемпе документсем тăратнă организацисен ертÿçисем, ĕçсĕр гражданинсене квалификацине ÿстерме е çĕнĕрен хатĕрлеме пулăшакан, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ тунă вĕренÿ учрежденисем хутшăнма пултараççĕ.

2011 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вакансисен ярмăрккине 9 хутчен ирттернĕ. Унта 33 учрежденипе организаци хутшăннă. 282 çын пулса курнă, 244-шĕ ĕçе вырнаçнă. Вĕсем шкулсен тата ял поселенисен территорийĕсене хăтлăх кĕртнĕ, аслă çултисене тата Тăван çĕр-шывăн вăрçине хутшăннă ветерансене пулăшнă, сиплĕ эмел курăкĕсем пуçтарнă.

Организацисене валли персонал тупассипе ĕçпе тивĕçтерекен центр тата та эффективлăрах тăрăшас тĕллевпе вакансисен ярмăрккине вырăна тухса ирттерессине те йĕркелет. Çулталăк пуçланнăранпа çул çитменнисен вакансисен мини-ярмăрккине Туçари вăтам шкулта йĕркеленĕ. Унта çирĕммĕн хутшăннă.

2012 çулта вакансисен ярмăрккине 6 хутчен ирттерме палăртнă.

Т. КУРНУСОВА,

аслă инспектор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика