24 марта 2012 г.
Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тата вĕсен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссинче ашшĕ-амăшĕшĕн явапсăрлăхĕпе, ачисен айванлăхĕпе, çăмăлттайлăхĕпе çыхăннă административлă йĕркене пăснă тĕслĕхсене час-часах пăхса тухаççĕ. Чылай çулсем унăн членĕ пулнă май, çитĕнекен ăрупа çыхăннă кашни пăшăрхантаракан ĕçех чĕре витĕр кăларма тивет. Паян темĕнле условисенче, лару-тăрура çитĕнекен ача та пур. Пĕрисен ашшĕ те, амăшĕ те эрех серепине çакланнă, çав наркăмăшран уçăлса пĕтеймеççĕ. Ун пеккисен ачана пăхасси, ăна кирлĕ воспитани парасси пирки шутласси те çук. Теприсен килĕнче аш-пăш та пылак çимĕç мар, çиме çăкăрĕ те çук, пÿртĕнче хăтлăх мар, тирпейсĕрлĕх, тасамарлăх хуçаланать... Сивĕ... Çакнашкал условисенче ачан мĕнле кăмăлпа, хавхаланупа сĕтел хушшине вĕренме кĕрсе лармалла-ши; Ирĕксĕрех пĕтĕмлетÿ тăватăн: ачаллă пулма мар, чун панă пепкене пăхма, ăна тĕрĕс çул çине тăратса çын тума ăс кирлĕ.
Иртнĕ комисси ларăвĕнче çул çитменнисемпе тата вĕсен ашшĕ- амăшĕпе çыхăннă 18 протокола тишкертĕмĕр. Саккун умĕнче çылăха кĕнисем географи тĕлĕшĕпе тĕрлĕ вырăнтан: Аслă Чементен, Тăрăнтан, Сăкăтран , Нăрваш Шăхалĕнчен, Патăрьелĕнчен, Тикешрен... Çакна та палăртса хăвармалла: комисси ларăвĕ пуласси пирки айăпа кĕнисене пурне те маларах асăрхаттарса ятарлă хут янă пулин те, çурри килмен. Вĕсемшĕн ача шăпи – икĕ айкки те тăвайкки иккен. Кăштах аванмарланма, намăсланма пĕлекенсем хăюлăх тупнă. Вĕсен те “кавир” çине тăмалли кашнийĕн хăйĕн сăлтав. Тăрăнтан çитнĕ виçĕ амăшĕ ячĕпе ачисем ЧР административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 24.1 статьян 3-мĕш пайĕпе килĕ-шÿллĕн каçхине 10 сехет хыççăн аслисемсĕр урамра çÿренĕшĕн полици сотрудникĕсем протоколсем çырнă. Çакнашкал факт темех мар тейĕпĕр. Вăрра кайман, преступлени туман. Кун пек тĕслĕх Турхантан та пур. Вĕсен лару-тăрăвĕ вара урăхларах. Хĕрача каçкÿлĕм килтен тухса кайнă та çĕрĕпе таврăнман, улах вырăнта ар-çын ачасемпе ĕçкĕ-çикĕ йĕркеленĕ. Ирхине çакскер шкула та пыман. Ун пек чухне ял илтмелле чан çапмалла пек. Апла пулин те çул çитмен ачишĕн амăшĕ хыпăнса та ÿкмен. Çак чунсăрлăха мĕнле ăнланмалла; Аслă класра вĕренекен хĕрача киле килменнине пĕлсе епле куçа хупса канлĕ çывăрăн-ха; Хальхинче вăл çăмăлттайланса пĕр каç, тепринче икĕ каç та таврăнмĕ. Виççĕмĕшĕнче унтан мĕн кĕтмелли пур;
Комисси членĕсем Аслă Чементи виçĕ ача амăшне пепкисем умĕнче хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн штраф парса хăварчĕç. Çамрăк хĕрарăм ниçта та ĕçлемест. Ачисем те пĕринчен тепри пĕчĕк. Кĕçĕнни те виççĕре çеç. Вĕсене вĕренме, пурăнма услови çуккине пăхмасăр çакскер час-часах шавлă ушкăнсенче пулать, ĕçкĕ-çике хапăллать-мĕн. Каллех çак çемье хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн, вĕсен сывлăхĕшĕн, малашлăхĕшĕн тăрăшни пĕрре те сисĕнмест.
Лару вĕçленнĕ хыççăн комисси членĕсем патне пĕр тирпейлĕ те кăмăллă хĕрарăм-пенсионерка чун ыратăвне чăтаймасăр ыйтупа кĕчĕ. “Пулăшăр мана тархасшăн мăнука çăлса хăварма. Ывăлпа кинĕн урă кунĕ çук. 12 çулхи хĕрача вĕсен патĕнче пурăнса пĕтереймест. Эпĕ ăна хам çине хут тутарса воспитани парасшăн”, – куççуль витĕр ăнлантарчĕ вăл. Хĕрачан шухăшне те итлерĕмĕр: “Эпĕ асаннепе пурăнасшăн. Унпа лайăх. Мана мĕн кирлине вăл туянса парать...” – пăлханса калаçрĕ чип-чипер хĕрача. Ун хыççăн ашшĕ мĕнле хĕненине, амăшĕ мĕнле кÿрентернине аса илчĕ. Хĕл варринче каçхине 11 сехетре ачине урама кăларса ярасси вĕсемшĕн нимĕн те мар-мĕн. Чунсăр, намăса çухатнă çын çеç пурнăçра çапла тума пултарать-тăр. Шăршлă эрехе чун панă ачапа улăштарни никамăн пуçне те вырнаçмĕ. Паллах, “пăр” тапраннă хыççăн хĕрача çав пÿтсĕрсен серепинчен тухĕ. Шкулта та тăрăшаканскерне малашне те асламăшех ура çине тăратĕ, вĕрентсе çын тăвĕ, сывлăхĕ пулсан мăшăрлантарнă чухне те пил парĕ... Çакă çеç кăсăклантарать: тепĕр темиçе çултан ашшĕпе амăшĕ хĕрĕн куçĕнчен мĕнле пăхĕç-ши;
А. ЕГОРОВА.