24 марта 2012 г.
Районта вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхре ĕçлекенсен шучĕ ÿссе пырать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вăй хуракансенчен çак сферăра 2009 çулта 40,7 процент тăрăшнă, 2011-мĕшĕнче вара 47 процента çитнĕ. Кăçалхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 164 пĕчĕк предприятие, 1169 предпринимателе шута илнĕ. Асăннă системăра 3865 çын тăрăшать. Район бюджетне 2011 çулта пĕчĕк тата вăтам бизнесран 14,3 миллион тенкĕ налук кĕнĕ.
Бизнес район экономикин пур отраслĕнче те аталаннă: ял хуçалăхĕнче, суту-илÿре, обществăлла апатланура, строительствăра т.ыт.те. Предпринимательсем 2011 çулта 400 миллион тенкĕлĕх продукци хатĕрленĕ. Ку 2010 çултинчен 7,5 процент ытларах.
Районта 142 фермер хуçалăхĕ шутланать. Ял поселенийĕсенче ял хуçалăх потребителĕсен 16 кооперативĕ пур. Вĕсем халăхран сĕт, аш-какай пуçтарассипе ĕçлеççĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕ уйрăм хуçалăхпа пурăнакансене пулăшассипе Чăваш Республикинче малти вырăна йышăнать. АПК-на аталантармалли наци проекчĕ ĕçлеме тытăннăранпа районти çемьесенчен 53,7 проценчĕ кредит илнĕ. 2011 çулта кивçен 433,3 миллион тенке çитнĕ. Пурĕ вара 1288 миллион тенкĕ усă курнă.
2010 çулта районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хăйĕн бизнесне пулас текен 152 çын 58800 тенкĕшер финанс пулăшăвĕпе усă курнă, пĕлтĕр – 78 çын.
Суту-илÿ тата обществăлла апатлану сферинче бизнес уйрăмах лайăх аталанать. Районти суту-илÿн 64 проценчĕ – пĕчĕк бизнес объекчĕсем, обществăлла апатлану предприятийĕсем – 100 проценчĕпех.
Çăкăр тата çăкăрпа булка изделийĕсене те пĕчĕк тата вăтам бизнесра тăрăшакансем ытларах кăлараççĕ. Продукци кÿршĕ районсене те саланать. Строительствăра та пĕчĕк бизнес ĕçлет. Тулли мар яваплă “Булат”, “Стройкомфорт”, “Инвест-строй”, “Энергострой”, “Шыгырданы” ТПК, “Батыревская” ДПМК çурт-йĕр, социаллă объектсем, автоçулсем, стадионсем тăвассипе тимлеççĕ. 2011 çулта 30537,3 тăваткал метр çурт-йĕр хута кайнă е маларахри çулсенчен 107,3 процент нумайрах. Предпринимательлĕхре тăрăшакансем конкурентлăха ÿстерекен продукци те хатĕрлеççĕ: сĕтел-пукан, туптанă тимĕртен, йывăçран тунă япаласем... Автомашинăсене юсассипе тата техника тивĕçтерĕвĕсене пурнăçлассипе те вăй хуракан пур.
Район администрацийĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма бизнес-проектсене тÿлевсĕр хатĕрлеме пулăшать. 2010 çулта район республика бюджетĕнчен 800 пин тенкĕлĕх грант выляса илнĕ. Унпа “Хăйсен бизнесне пуçарса ярас текен пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене пулăшасси” мероприятие реализацилеме усă курнă.
Чăваш Республикинче 2010-2020 çулсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантармалли программăпа килĕшÿл-лĕн Чăваш Енри экономика аталанăвĕн министерстви паракан гранта 2010-2011 çулсенче виçĕ предприниматель 900 пин тенкĕ илнĕ.
2011 çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 15 субъектне 5075 тăваткал метр лаптăк арендăна панă. Пĕчĕк бизнесăн 9 субъектне хăй ĕçне йĕркелесе яма 23177 тăваткал метр çĕр пайĕ уйăрнă.
О. ПАВЛОВА.