24 марта 2012 г.
Паян кашни килте тенĕ пекех компьютер пур. Унччен пирĕншĕн ют пулнă ăслă техника халь çывăх тантăш евĕрех. Вăл çĕр-шыври, тĕнчери хыпарсене пĕлме, тăван-пĕлĕше, тус-юлташа шыраса тупма май парать. Анчах хушăран çĕмĕрĕлме, чăхăмлама пăхать. Ун пек чухне юсава илсе кайма тивет. Юрать-ха, халь специалисчĕсем пур. Компьютерсене тепĕр хут “чун” “МастерÇ” юсавпа сервис центрĕнче кĕртме май пур. Унăн хуçипе Ю. Елкинпа центрăн ĕçĕ-хĕлĕ тавра калаçу пуçартăмăр
– Юрий Александрович, “Мастер Ç” центра миçемĕш çулта йĕркеленĕ; “Хушас” паллă тата мĕне пĕлтерет;
– “Мастер Ç” юсавпа сервис центрĕ 2007 çулта ĕçлеме тытăнчĕ. “Хушас” паллă юсавсăр пуçне тата ытти ĕçсене те пурнăçланине пĕлтерет. Процессорсене, принтерсене юсатпăр, программăсемпе тивĕçтеретпĕр, çухалнă информацисене тавăратпăр, вырăнти сетьсене çыхăнтаратпăр. Унсăр пуçне катриджсене çĕнĕрен сăрăсем яратпăр. Тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа пичетлекен принтерсене пĕр тикĕс ĕçлеттерекен система лартатпăр.
– Конкурентсем пурри ĕçлеме чăрмантармасть-и;
–Çук. Лайăхрах вăй хума çеç хистет. Пирĕн пата хамăрăн клиентсемех килеççĕ. Эпир яланах вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме, кĕске вăхăтрах юсаса пама тăрăшатпăр. Çавăн пекех организацисемпе те – больницăпа, районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа, техника инвентаризацийĕн бюровĕпе, шкулсемпе – тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски районĕсем, Тутар Республикинчи Çĕпрел, Пăва тăрăхсем те пирĕн тивĕçтерÿсемпе усă кураççĕ.
– Халь час-часах компьютерсене вируссем ерни, çавна май программа, ытти информаци çухални пирки илтме пулать.
– Нуша курас мар тесен вируса хирĕç тăракан программăсем лартмалла. Эпир Касперский программине сĕнетпĕр. Ăна тăваттăмĕш çул сутатпăр, унпа ĕçлеме ятарлă лицензи пур.
Халь компьютерсенче питĕ нумай хыпар, сăн ÿкерчĕк, видео упранать. Вĕсене никамăн та çухатас килмест. Çакна шута илсе программăсене упраса хăварма, информацин 95 процентне каялла тавăрма тăрăшатпăр.
– Юрий Александрович, центрăн ĕç графикĕ мĕнлерех;
–Шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне кулленех 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ĕçлетпĕр. Эпир Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи – 18 -мĕш çуртра вырнаçнă.
О. БЕЛЬДЕКОВА
калаçнă.