24 марта 2012 г.
“Труд” хуçалăхри ĕне-выльăх пăхакан В. Никитин “Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята илнине пĕлсен хам та хĕпĕртерĕм. Сăлтавĕ те пур. Ĕне фермине эпĕ 10 çул ертсе пытăм. Ун чухне фермăра 800 пуç выльăхчĕ, 60 çын ытла ĕçлетчĕ. Çамрăксене, уйрăмах пĕрремĕш бригадăрисене, ĕçе явăçтарассишĕн сахал мар тăрăшнă. Ялти шкултан вĕренсе тухакансем хушшинче вăй хурас текенсем йышлăччĕ. Вĕсен шутĕнче Владимир Егорович та пурччĕ. Вăл 1968 çулта выльăх пăхма вырнаçрĕ. Çакăнтанпах ĕнтĕ кунта тимлет, пысăк çитĕнÿсем тăвать. Ÿсĕм тăрăшмасăр пулмасть, тата выльăха юратни кирлĕ. Володя çамрăклах хăйне шаннă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа, тĕплĕн тума хăнăхрĕ. Ун чухне фермăсенче вăй хума çăмăлах марччĕ. Чылай ĕçе лашапа тата алă вăйĕ вĕççĕн пурнăçланă. Выльăхсене валли утă-улăм илме хире кайнă. Фуражлăх тырра вара малтан складран армана, авăртнă хыççăн фермăна турттарнă. Михĕсене пилĕк хутчен лав çине тиеме лекетчĕ. Тислĕке те кĕреçепе хырса лашапа тăкнă.
В. Никитин çар ретне те выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕртенех кайрĕ. Кунта та маттурлăхĕпе палăрнă. Темиçе хутчен Тав хучĕсене илме тивĕçнĕ. Таврăнсан фермăрах ĕçлеме пуçларĕ.Халĕ, ав, Владимир Егоровичăн стажĕ 45 çул!
Мăшăрĕпе, Мария Сергеевнăпа, выльăх пăхнă чухнех паллашнă. Çемье çавăрнă. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Икĕ ачи хулара, виççĕшĕ ялта тĕпленнĕ. Пурте хăйсем пекех хастар. Сăмах май Владимир Егоровичпа Мария Сергеевна Патăрьел районĕн энциклопедине кĕме тивĕçнĕ. Кĕнекере Володьăн ашшĕн, Егор Алексеевичăн, ячĕ те пур. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тени тĕрĕсех.
В. Никитин пек хастарсем пуррипе “Труд” ял хуçалăх кооперативĕ малта пыракансем хушшинче тăрать.
Б. КОШКИН,
“Труд” хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.