28 марта 2012 г.
Культура ĕçченĕсен професси уявне паллă тума пуçлани 5 çул çитрĕ. Çав тĕле юрă-ташă ăстисем çулленех хăйсен ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетеççĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртаççĕ. Ку хутĕнче районти культурăпа кану центрĕнче “Професси тĕлĕшпе чи пултарулли” конкурс йĕркелерĕç. Унта Вăрманхĕрри Шăхалĕнчен Н.Васильева, Тутар Сăкăтĕнчен Р.Незметдинова , Нăрваш Шăхалĕнчен Е Смирнова, Сителтен А.Васильева, Хирти Пикшикрен З.Ильясова, Алманчăран И.Никитина, Шăхачран Л.Ляпкина хутшăнчĕç. Уяв каçĕ “Эпир – культура вучахне чĕртекенсем” илемлĕ юрăпа пуçланчĕ. Конкурсантсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Осипов, культурăпа кану центрĕн ертÿçи А.Овчинникова, культура ĕçче-нĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Н.Мазякова саламларĕç.
Кашни культура ĕçченĕ хăйне евĕр пултаруллă. Вăл халăхпа ĕçлекенсен ăсталăхĕн конкурсĕнче лайăх палăрчĕ. Юрă-ташăра пĕринчен тепри матур. Хĕрсем апат-çимĕçе те ăста пĕçереççĕ. Унпа жюрисене те, куракансене те сăйларĕç. Професси ăсти вара Людмила Ляпкина пулчĕ. Зульфия Ильясова иккĕмĕш степеньлĕ, Елена Смирнова виççĕмĕш степеньлĕ лауреат ячĕсене тивĕçрĕç.
Конкурса хутшăнакансем вырăнти йăла-йĕркесене упраса хăварас, малалла аталантарас, тĕрлĕ халăх пĕрлĕхне çирĕплетес ĕçе тÿпе хывни уççăн палăрчĕ.
А.АНТОНОВА.
вĕрентÿ пайĕн методисчĕ.