28 марта 2012 г.
“РАÇÇЕЙ ача-пăча фончĕ” общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пуçарнипе çулленех иртекен “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” марафонран Юхмапа Пăла тăрăхĕ нихăçан та айккинче юлмасть. Акцин тĕп тĕллевĕ – сусăрсене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисене сипленмешкĕн укçа пухасси тата ачалăхпа çыхăннă ыр кăмăллăх программисене пурнăçласси.
Хаклă вулаканăмăрсем! Сăваплă ĕçе эсир уйрăммăн та, коллективпа та тÿпĕре хывма пултаратăр. Çынна ырă туни нихăçан та манăçмĕ. Пархатарлă ĕçшĕн алă тăсса парас текенсем Раççей Перекет банкĕ урлă ятарлă счет çине укçа куçарма пултараççĕ.