28 марта 2012 г.
ХАЛЬХИ вăхăтра хăйĕн тавракурăмне творчество пайĕнче аталантарса пыман, ĕç опытне пуянлатман вĕрентекене ачасен умне тухса ăс пама çăмăл мар. Республикăри вĕрентÿ министерстви чи пултаруллă педагогсем хушшинче йĕркелекен “Çулталăк вĕрентекенĕ-2012” конкурсăн тĕллевĕ те учительсен малашлăхĕпе çыхăннă. Интернет-сайт урлă йĕркеленĕ смотрăн пĕрремĕш турне пирĕн районтан 18-ăн хутшăннă. Телей тени пуриншĕн те йăл кулмасть.
Иккĕмĕш тура çиччĕн тухнă. Юлашкинчен пулакан уçă тавлашу тупăшăвне Наташа Андреева ( Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул), Маргарита Николаева ( Нăрваш Шăхаль), Алла Горбунова (Алманчă), Надежда Квасова ( Çĕньял) хутшăнĕç. Кандидатурăсем – пурте тивĕçлисем.