28 марта 2012 г.
Правительство çуртĕнче Республика кунне хатĕрленессипе ĕçлекен Йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци ертÿçи Александр Иванов уявра йĕркелекен лару-канашлупа, ĕçлĕ тĕл пулусемпе, кану программипе паллаштарчĕ. Вĕсен проекчĕсене хатĕрленĕ пулин те вице-премьер меропритисене пуянлатасси çинчен тепĕр хут асăрхаттарчĕ.
ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче уçăлакан «Стратегилле çĕнĕлĕхсен тапхăрĕ» экономика форумне мĕнлерех хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ. Кăçал унта пиллĕкмĕш хут пухăнĕç. Республикăри тата ун тулашĕнчи предприятисем хăйсен продукцине кăтартĕç, ĕç опычĕпе паллаштарĕç. Йĕркелÿ комитечĕ унта хутшăнакансем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен вун-вун килĕшÿ тăвасса шанать. Форум «Контур» обществăн курав керменĕнче иртет.
Ларăва ертсе пынă Иван Моторин премьер-министр предприятисене, бизнес пĕрлешĕвĕсене хутшăнтарассипе çыхăннă ыйтусене çывăх вăхăтрах татса пама хушрĕ.
Шупашкарта пурăнакансем тата унăн хăнисем çĕртмен 22-23-мĕшĕсенче Атăл хĕрринче фейерверк фестивальне хутшăнма пултарĕç. Унта çутă вылявĕпе савăнтарма Раççейĕн темиçе хулинчен килеççĕ.
Уяв кунĕсенче Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ, Декораципе хушма искусство ăстисен пĕтĕм Раççейри конкурсĕ иртĕ. Вĕсене еплерех хатĕрленни çинчен ЧР Культура министрĕ Роза Лизакова каласа пачĕ. Çак мероприятисене йĕркелеме ятарлă ушкăн çирĕплетнĕ, ĕç планне палăртнă. Фестивальте хăйсен пултарулăхне кăтартма çĕр-шывра лайăх пĕлекен коллективсем, çав шутра Венгрипе Италирен те килĕç. Тĕп хулана Раççей регионĕсенчен – 800, республикăран 3,5 пин çын килсе çитмелле. Самар, Саратов, Ульяновск, Тюмень облаçĕсенчи тата ытти регионти чăвашсен пултарулăх ушкăнĕсем пуçтарăнĕç. Вĕсем хăйсен юрри-ташшине «Шупашкар: 500 çул» паркра, хула урамĕсенче кăтартĕç.
Кăçалхи уяв тĕп хулапа Шупашкар районĕнче иртет. Кÿкеçре хатĕрленÿ мĕнлерех пыни çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Мустаев пĕлтерчĕ. Райцентрта, Ишлейре çуртсен строительствине вĕçлеме, 2,54 çухрăм çул тума ĕмĕтленеççĕ.
Ю. СЕРГЕЕВ.