28 марта 2012 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта сывă пурнăç йĕркишĕн пыракан акцине хутшăнса спорт ăмăртăвĕсем, викторинăсем, диспутсем, тĕл пулусем ирттерсех тăраççĕ. Акă, 8-11 классем эстафетăна тăрса турник çинче йăтăнчĕç, кĕлеткипе çĕкленчĕç, вĕрентÿ пăшалне сÿтсе пуçтарчĕç, мечĕке сиктерсе баскетбол ункине кĕртрĕç. Пултарулăхпа, пĕлÿпе вара 8а класс команди мала тухрĕ. 9а, 11е классенче вĕренекенсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Сергей Быков, Юрий Ялуков, Сергей Марков. Дмитрий Семенов, Сергей Иванов, Дмитрий Мышин спортпа туслă пулнине палăртрĕç.
Кĕçĕн классем хушшинчи “хаваслă стартсем” те нумайлăха асра юлĕç. Ăна А. Анюров йĕркелерĕ. Михĕпе сикме, алăсемпе утма, пингвинла пыма, шакмакпа чупма, ытти чăрмавсем витĕр каçма çăмăлах пулмарĕ. Епле тăрăшсан та тăваттăмĕшсене парăнтаракан пулмарĕ.
В. АНТИПОВ.