АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ тутлă

28 марта 2012 г.

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрне йĕркелени тăххăрмĕш çул çине кайрĕ. Ăна Юлия Алексеевна Миронова ертсе пырать. Мĕн ĕçлеççĕ-ха кунта, ĕмĕт-тĕллевĕ еплерех; Çак ыйтусен тавра сăмах пуçартăмăр Юлия Алексеевна директорпа.

– Центр методисчĕсем вĕрентÿри çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе сахал мар тăрăшаççĕ, педагогсене кирлĕ пулăшу параççĕ. Иртнĕ çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен шкулсенчи пуçламăш классенчи 408 ача вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕпе пĕлÿ пухать. Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕсене пуçтарма кăмăллă. Паян районта 23 предметпа шкул ачисен олимпиадине ирттереççĕ. Вĕсене 33 вĕренÿ учрежденийĕнчи 1936 пĕлÿ пухакан хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсен хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта (128 ача), иккĕмĕшĕнче (37), Сăкăтри вăтам шкулта (32) вĕренекенсем йышлă. Республика шайĕнче палăракансем пурри те савăнтарать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вунпĕрĕн, кăçалхинче вунвиççĕн çĕнтерÿçĕ шутне кĕчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Т. Лялина (вĕрентекенĕ О. Елкина) вырăс чĕлхипе, Д. Софронов (В. Падисов) физкультурăпа республика, район чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлеме тивĕç пулчĕç.

– Педагогика кадрĕсен професси ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе те ĕçлетĕр-ха ĕнтĕ.

– Çапла. Ертсе пыракансемпе учительсем аттестаци витĕр тухаççĕ. Районта 634 педагог урока кĕрет пулсан, вĕсенчен 97-шĕ аслă, 498-шĕ пĕрремĕш, ыттисем иккĕмĕш категориллĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта аслă категориллĕ 22 учитель ĕçлет.

Пилĕк çулта çĕре яхăн вĕрентекен курссенче пулчĕç. Вĕсенчен çиччĕшĕ Мускав шайĕнчех ăсталăхĕсене ÿстерчĕç.

Педагогсен наука-тĕпчев ĕçне хутшăнас туртăмĕ ÿсет. Районта саккăрмĕш çул “Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” тата “Вĕрентÿ учрежденийĕсенчи педагогика технологийĕсене ĕçе кĕртмелли чи лайăх модель” конкурссем ирттереççĕ. Вĕсене виççĕршер ытла вĕренекенпе педагог хутшăнать.

– Электронлă шутлав техникин тапхăрĕнче вĕрентÿ хатĕрĕсене те çĕнетме тивет ...

– Паян шкулсенче кашни 10 ача пĕр компьютерпа усă курать. Вĕрентÿ учрежденийĕсен хăйсен сайчĕ пур, интернета кĕреççĕ. Вăтам шкулсене мультимедиапроекторсемпе тивĕçтернĕ. Вунтăваттăшĕнче интерактивлă доска пур.

Вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандартне ĕçе кĕртмешкĕн ку вĕренÿ çулĕнче пуçламăш классен учителĕсемпе вĕренекенĕсем валли автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсем (комплектсем) килнĕ.

– Юлия Алексеевна, чăваш çĕр-шывĕнче пурăннăран хамăр чĕлхене аталантарас енĕпе тăвакан ĕçсене палăртса хăвараймăр-ши; Пĕрлех православи, ислам культурисен, тĕнче тĕнĕсен никĕсне тата çутлăх этикине вĕрентесси мĕнле пыни çинче чарăнса тăраймăр-ши;

– Чĕлхе çинчен калакан хушупа килĕшÿллĕн районти 7 тутар шкулĕнче чăваш чĕлхи урокĕсене икшер сехет, Патăрьелĕнчи пĕрремĕшпе иккĕмĕш вăтам шкулсенче виçшер сехет вĕрентеççĕ.

Чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсем пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ. Йăлана кĕнĕ çуллен иртекен Айхи тата Сарпи вулавĕсене çĕршере яхăн ача хутшăнать.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Ухсай Яккăвĕ поэт çуралнăранпа 100 çул тултарнине халалласа Сăкăт вăтам шкулĕнче “Ман чĕрере – поэзи сачĕ” наукăпа практика конференцине районти 23 вĕренекен хутшăнса докладсем турĕç, сăвăсем вуларĕç. 2009-2010 вĕренÿ çулĕнчен ачасен кăмăл-сипет туйăмĕсене аталантарас тĕлĕшпе тăваттăмĕш класран пуçласа православи, ислам культурисен, тĕнче тĕнĕсен никĕсне тата çутлăх этикине вĕрентеççĕ. Ывăл-хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă çакăнпа. Çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртес енĕпе Е. Перепелкина методист малтанласа хăй ятарласа Мускавра курссенче пулчĕ, каярахпа Шупашкарти вĕрентÿ институтĕнче учительсене çак предметăн методикипе паллаштарчĕ.

– Çамрăкла вĕренни чул çинче, теççĕ. Шкул çулне çитмен ачасем пĕлÿ илес ĕçе мĕнле явăçса пыраççĕ;

– Районти 15 ача садĕнче, 9 пуçламăш шкулпа ача сачĕсенче тата 10 вĕрентÿ çуртĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕсенче пуçламăш пĕлÿ илессине йĕркеленĕ. Вĕсене 1549ăн çÿреççĕ. 1,5 çултан пуçласа 6,5 çулчченхи ачасен 62 проценчĕ явăçнă унта.

Çамрăкранах вĕренес енне ăнтăлни аван. Каярахпа çитĕнÿсем патне çитме пулать. Иртнĕ çулхи патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене çеç илер. Математикăпа вăтам балл 55,2, физикăпа 60, вырăс чĕлхипе 62,2 танлашрĕ. Центр ĕçченĕсем вĕрентÿ процесне малашне те тивĕçлĕ илсе пыма пулăшас тĕллевпе педагогсене кирлĕ методика канашĕсем парассине тĕпе хурасса шантарсах калас килет.

А. АСТРАХАНЦЕВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика