АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурне те пулăшатпăр

28 марта 2012 г.

Инвалидсемпе ирĕкрен хăтармалли учрежденисенчен тухнисене, тивĕçлĕ канăва кайма çулĕсем çитсе пыракансене, ачисене пĕччен ÿстерекенсене тата нумай ачаллисене, çул çитменнисене воспитани параканнисене, инвалид ачасене пăхакансене вăй хумалли вырăн шыраса тупма йывăртарах. Ĕçпе тивĕçтерекен центр 2011 çулта çакăн пек 12 çынна пулăшнă, 8 килĕшÿ тунă. Программăна пурнăçа кĕртме 41512 тенкĕ уйăрнă.

Кăçал та 12 çынна ĕç тупса пама палăртнă, ăна вали 40800 тенкĕ пăхса хăварнă. Паяна икĕ килĕшÿ çырнă, программăна пĕр çын хутшăнать.

Виçĕ çул тултарман ачасемпе отпускра ларакан хĕрарăмсем хушшинче вăй хурас шухăшлисем чылай. Ĕç рынокĕнче конкурентлăх пысăккине шута илсе районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр професси суйласа илме, патшалăх паракан пулăшупа усă курса вĕренме яма, ĕç тупма пулăшать. Акă, пĕлтĕр 51 хĕрарăм пĕлÿ илнĕ. Вĕсене валли Федераллă бюджетран 143900 тенкĕ, республика бюджетĕнчен 230700 тенкĕ уйăрнă.

Кăçал виçĕ çул тултарман ачасемпе отпускра ларакан 12 çынна вĕренме яма – сутуçăна тата шутлавпа электронлă машина операторне – палăртнă.

Г. АФАНАСЬЕВ,

ĕçпе тивĕçтерекен

центр директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика