28 марта 2012 г.
Юлашки çулсенче табак туртнин сиенĕ пирки нумай çыраççĕ , калаçаççĕ. Чăннипех те пирус тĕтĕмĕ туртакана кăна мар, ун çумĕнче тăракан çынна та пысăк сиен кÿрет.
Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, табакăн иккĕмĕшле тĕтĕмне сывлакансен организмне унпа пĕрле 4000 яхăн хутăшран тăракан наркăмăш лекет . Вĕсенчен чылайăшĕ – усал шыçă пуçаракансем . Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕпе ăслăлăх органĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - пирус тĕтĕмне çăтни пачах туртман çынна ÿпке ракне , чĕрен коранарлă чирне яма пултарать . Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕн хаклавĕпе ĕç вырăнĕнче ыттисем мăкăрлантарнине пула çуллен тĕнчере 200 пине яхăн çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать . Унсăр пуçне, çĕр çинчи ачасен çуррийĕ (700 млн), çире пур 50 млн.хĕрарăм табакăн иккĕмĕшле тĕтĕмĕпе синленет.
Пирус туртма пăрахакансем çулсерен ÿссе пыраççĕ. Юлашки вăхăтра предприятисемпе организацисенче туртакансем валли ятарлă вырăна уçă çĕрте йĕркеленĕ. Пÿлĕмре туртма чарнине пурте ырласа йышăнчĕç . Çапла вара халĕ ĕç вырăнĕнче пирус туртакансен тĕтĕмне ыттисем сывламаççĕ . Çакă пĕр утăм малалла кайниех . Мĕнле те пулсан табак тĕтĕмĕнчен тĕппипех хăтăласчĕ те .
Н. НАДИНА, нарколог.